Чӑваш Енри ӑшӑпа тивӗҫтерекен тытӑма модернизацилеме Т Плюс 3 млрд тенкӗ ытла инвестици хывма палăртать

 Петербургра иртекен пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата  «Т Плюс» ПАО генеральнăй директорĕ Александр Вилесов ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 2023-2024-мĕш ҫулсенче республикăна инвестици хывассипе ҫыхăннă ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.  Палăртса хунă тăрăх, республикăри ăшăпа тивĕҫтермелли тытăма аталантарса пыма палăртнă ҫӳлерех компани ҫулталăкра 3 млрд ытла укҫа-тенкĕ уйăрма шутланă.  Икĕ ҫул хушшинче «Т Плюс» Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарти 68 ҫухрăм тăсăлса выртакан пăрăхсене ҫĕнетсе улăштарма, кунсăр пуҫне вĕсем тĕрлĕ станцисемпе хутса ăшăтмалли котельнăйсене те юсаса ҫĕнетес ĕҫе хутшăнма хатĕр пулĕ.

Регионти хутса ăшăтмалли тытăма аталантарас ĕҫе «Т Плюс» ҫулсеренех чылай пулăшнине палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Концесси килĕшĕвĕ пурнăҫа епле кĕрсе пынине эпир кулленех сăнаса пыратпăр.  Пире пурсăмăра та хавхалантарать, эсир нимĕнле кăлтăксемсĕрех хăвăра шанса панă ĕҫсене пурнăҫласа пыни.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, концесси килĕшĕвĕ палăртса хунă пек пурнăҫа кĕрсе пырать. Регионта мĕнпур ĕҫсем ҫирĕп йĕркепе пулса пыни те куҫ кĕретех. Апла пулсан, ăшăпа тивĕҫтерессипе ӳлĕмрен тен пачах та пăтăрмахсем пулмĕҫ. Икĕ хулара пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ тата та лайăхланассине ĕненетпĕр. Пуласлăхри тĕллевсем – эсир хывакан инвестицине каялла вăхăтра тавăрса парасси те кулленхи ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тесе каланă вăл.  Сăмах май, Чăваш Республикин Правительстви кулленех пурнăҫра тухса тăракан кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатса пама хатĕррине асăннă Пуҫлăх.

«Чăваш Республики – пирĕншĕн пĕрремĕш регион пулса тăрать. Концесси килĕшĕвне ҫирĕплетнĕ, ăна тĕпе хурса икĕ пысăк хулара объектсене ҫĕнетсе улăштарма эпир тăрăшатпăр.  Тухăҫлăх сисĕнет, пурнăҫа кĕрсе пыракан объектсен пахалăх шайĕ те лайăхланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Иртнĕ ҫулсенче сахал мар пăтăрмахсем пулкаланă, халăха ăшăпа  тивĕҫтермелли тытăмсенче. Хальхи вăхăтра илес пулсан, ку кăтарту самай чакнă, инцидентсем те сахалланса пыни ҫакнах ҫирĕплетет пулĕ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче «Т Плюс» генеральнăй директорĕ Александр Вилесов.   

Ҫĕнĕ тытăма куҫса пырасси ĕҫ Ҫĕнĕ Шупашкарта 2021 ҫулта вĕҫленнĕ.  2022 ҫулта Шупашкар хулинче те палăртса хунисене пĕтĕмпех вĕҫне-хĕрне ҫитернĕ.   «Т Плюс» икĕ хулана 10 млрд тенке яхăн инвестици явăҫтарма палăртать.  2022 ҫулта компани республикăн тĕп хулинче пурĕ 32,2 ҫухрăм тăсăлса выртакан ăшăпа тивĕҫтермелли сетьсене модернизациленĕ. Концессине тĕпе хурса, Атăлăн леш енче газпа хутса ăшăтма май паракан икĕ котельнăй хăпартса лартнă, вĕсене 2023 ҫулта хута яма тĕллев лартнă.  Ҫĕнĕ Шупашкарта 8,5 ҫухрăм тăсăлса выртакан ăшăпа тивĕҫтерекен сетьсене ҫĕнĕрен хурса тухнă.  Кунсăр пуҫне компани ӑшӑпа тивӗҫтерекен тӗп ҫӑлкуҫсем – Шупашкарти ТЭЦ-2 тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ТЭЦ-3 обязательствӑсене пурнӑҫлать.

 



15 июня 2023
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter