Газпромбанк ҫӗнӗ больница комплексӗн строительство ĕҫне тĕрев парса пулăшма пултарĕ

Петербургра иртекен тӗнчери экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Газпромбанк» ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва «Газпромбанкăн»  пĕрремĕш вице-президенчĕ Павел Бруссер хутшăннă. Канашлăва хутшăнакансем республикăра пурнăҫа кĕрекен проектсене банк тĕрев парса пулăшма пултарассине палăртнă.  Калăпăр, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи республикăн клиника больницин ҫĕнĕ сиплев комплексне тума пулӑшасси ҫинче чарăнса тăнă. 

«Финанс  тĕлĕшĕнчен  пĕр-пĕриншĕн усăллă партнер пулса тăма Чăваш Ен хирĕҫ мар.  Ҫĕршыври чи паллă пысăк банксенчен пĕри – пирĕн региона комплекслăн пулăшма килĕшнишĕн эпир савӑнатпăр. Пире сирĕн сĕнӗвӗрсем килĕшеҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Паянхи куна калас пулсан, ҫӳлерех асăннă сиплев учрежденине 1957-1978-мĕш ҫулсенче хăпартса лартнă пулнă.  Медицина учрежденийĕнче сиплекенсене валли хăтлă условисем, пӳлĕмсем ҫителĕксĕр пулни сисĕнет.  Тепĕр тесен, паянхи пурнăҫ ыйтнине те тивĕҫтерменни куҫ кĕретех тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  

Малтанласа палăртса хунă тăрăх, объектăн строительство ĕҫĕпе корпуссен йышĕ те паллă проект тăрăх. Тăкаксен пайне палăртнă.  Графикпа килĕшӳллĕн, объекта 2025-2027-мĕш ҫулсенче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Медицина комплексĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 148,5 пин тăваткал метр шутланать.  Пĕтĕмпе 8 корпус пулĕ. Тĕп корпуссем – нумай профиллĕ блок, унта харăсах 630 койка вырнаҫтарма условисем хатĕрлеме палăртаҫҫĕ. Ытти паха корпуссем те пулĕҫ.

Палăртса хăваратпăр, маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫулсеренех тухакан Ҫырăвĕнче те кун пирки  асăнса хăварнăччĕ.  Чăваш Республикин Строительство министерствие Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине 2023 ҫул вĕҫлениччен объектăн проектне хатĕрлеме хушнă.  Патшалăх экспертизине кăларса, хатĕр проекта пурнăҫа кĕртме пуҫламалли пирки  те палăртсах каланăччĕ.    Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине объектсене инвестициллĕ программăна кĕртсе хăварма заявкăсене тăратма хушнă.  Республикăн клиника больницин ҫĕнĕ комплексне тума палăртнă проекта Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Михаил Мурашко хапăл тусах йышăннă, пуҫарăва пысăка хурса хакланă.   

Кунсăр пуҫне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тата «Газпромбанк» вице-президенчĕ  уҫă калаҫу вăхăтĕнче пĕрлехи проектсем пирки канашланă, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.   Ертӳҫĕсем Шупашкарта ҫулсем тăвассипе ҫыхăннă самантсене, перинатальнăй центр ҫумĕнчи хушма объекта тăвасси ҫинчен, шывсене тасатма май паракан сооруженисене хута ярасси пирки, Ача-пăча клиника больницин сиплевпе диагностика валли хушма ҫĕнĕ корпус хута ямаллине тата Чăваш Республикинчи сиплев учрежденийĕсене, корпусĕсене паянхи пурнăҫ ыйтнине тĕпе хурса реконструкцилессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.      



15 июня 2023
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter