Предпринимательлӗхпе промышленноҫа аталантарма Чăваш Енпе Ленинград облаҫĕ пĕрлехи ĕҫсене палăртаҫҫĕ

Чăваш Енĕн Инвестици аталанăвĕн агенствипе Ленинград облаҫĕн промышленникĕсемпе предпринимательсен  Союзĕ пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси пирки килĕшĕве  Петербургра иртекен пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Документ вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарса пыма пулăшĕ. Экономикăри ĕҫлĕ ҫыхăну промышленноҫа хăватлантарасси куҫ кĕретех.  Пĕр сăмахпа каласан, предпринимательсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем пурнăҫласа пыма пултарасси те паллă.

Чăваш Ен  9 пысăк проектпа паллаштарнă, ҫĕнĕ кластерсем ыттисемшĕн тĕслĕхре те пулма, регионăн экономикишĕн кăна мар, мĕнпур ҫĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ пулса тăма пултарĕҫ. Раççейре туса кăларакан пĕтĕм электротехника продукцийĕн  чи пысăк пайĕ  – Чăваш Ен тӳпи. Çак отрасльте  икҫĕре яхăн предприяти ĕçлет. Çавна май эпир, паллах, чăннипех пысăк ĕçсем тума пултаратпăр.

«Кластерсен аталанăвĕнче инвестици хывни кăна ҫителĕксĕр, мĕнпур шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансен пĕрне-пĕри ăнланса пулăшса пымалла, патшалăх енчен куҫакан тĕревсемпе усă курма витĕм кӳме тăрăшмалла», –  тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

«Пирĕн ӳлĕмрен те пĕрле килĕшсе ĕҫлемелли майсене шырамалла.  Хамăрăн мĕнпур вăйлă енсене пĕрлештерме тăрăшни те аван.  Палăртса хунă пĕрлехи тĕллевсем патне ăнтăлассинче,  пурсăмăр та пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлени паха. Финанс енчен тĕрекленесси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Пĕрлĕх туйăмĕ, хамăрăн историе, культура еткерлĕхне тирпейлĕ упрани, ĕҫченлĕх тата ырăлăх патне туртăнни пĕтĕмпех Тăван ҫĕршыв ҫирĕплĕхĕ, мăнаҫлăхĕ.  Кирек-епле пуҫарăва та хапăл тусах йышăнать Чăваш Республикин Правительстви. Хамăрăн регионта пурнăҫланакан проектсемпе пĕрле хар тăрса ĕҫлеме яланах хавас», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

 



15 июня 2023
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter