Чӑваш Ен Дагестанпа килӗштерсе ӗҫлессине аталантарать

 Питĕрте  иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Дагестан Республикин Правительстви пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли документа алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Енсем суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăҫпа культура пайĕнчи ĕҫсене пурнăҫлама,  пĕрлехи проектсене  хатĕрлеме калаҫса татăлнă.  Палăртнă сферăсенче пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса аталантарса пырасси пирки те  калаҫнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  тата Дагестан Республикин Пуҫлăхĕ Сергей Меликов пĕр-пĕринпе уҫҫăн калаҫнă май,  тĕп тĕллевсене пĕрле пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки сăмахланă.  

«Регионсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас ыйту ҫине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Килĕшӳ – промышленноҫ, ял хуҫалăхĕпе  экономикăри тĕп ҫул-йĕрсене  вăй илтерсе пыма  витĕм кӳресси паллă.  Контрактсене алă пусма та юрĕ. Пысăк проектсене уйрăмах пурнăҫа кĕртнĕ чухне пĕрлехи йышăнусем туса хăварни аван.  Импорта улăштарассипе те пĕрлехи ĕҫсене пурнăҫлпса пыма тăрăшмалла.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем  тăвасси те часах пулĕ.  Инвестициллĕ проектсемпе ытларах ĕҫлемелле. Вĕсем уйрăмах  халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма пулăшаҫҫĕ», – тесе палăртса каланă  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май. «Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – транспорт, энергетика, туризм инфратытăмне вăй илтерсе аталантарасси.  Ҫынсен пурнăҫне лайăхлатассипе йышăннă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Эпир хăш-пĕр ĕҫсене тĕпрен ҫĕнĕлле йĕркелесе пыма тăрăшатпăр.  Паянхи пурнăҫ ыйтнине тĕпе хурса, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе ĕҫсене  туса пыма палăртатпăр.   Ĕҫсене ҫĕнĕ шая кăларса пырсан, тен ӳсĕм тата та лайăхрах пулса пырĕ.  Экономикăн хăш-пĕр сферăсенчи паха ĕҫ опычĕпе паллаштарма хатĕр.  Калăпăр,  бизнеса тĕрев парассинче, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне пулăшассинче е тата ытти хăй-пĕр енсемпе чăнласах та, республика лайăх ĕҫлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Эпир ытти субъектсен паха ĕҫ опычĕпе те паллашма яланах хавас. Вĕсене тĕпе хурса, хамăр тăрăхра ĕҫсене пурнăҫласа пыма тăрăшатпăр»,  – тесе ҫапларпах каланă Пуҫлăх.  

Паллă, документ пĕрлехи ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма хисет. Куравсене, конференцисене, семинарсене, «ҫавра сĕтел» мелĕпе канашлусене ирттерме, информаципе тишкерӳ ĕҫĕсене пĕрле пухăнса, пĕр-пĕрипе тачă ҫыхăнса йĕркелеме ыйтать.  



16 июня 2023
07:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter