Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ
Питĕрте иртекен экономика форумĕнче Чăваш Ен икĕ банкпа: ВТБ тата Перекет банкĕпе килĕшӳ ҫирĕплетнĕ.
Перекет банкĕпе алă пуснă документ регионта искусственнăй интеллекта аталантарма пулăшĕ. Вăл приоритетлă отрасльсенче чи хăватлă сервиссене тума, цифра трансформацине вăй илтерме витĕм кӳрĕ.
Приоритетлă отрасльсем: сывлăх сыхлавĕ, транспорт, строительство, тавралăха сыхласси. Цифра технологийĕсене шăпах вĕсенче пурнăҫа кӗртме палăртаҫҫĕ те. Уйрăмах медицина учрежденийĕсенче чи хăватлă цифра технологийĕсене ӗҫе кĕртме палăртаҫҫĕ. Транспорт, спорт, промышленноҫпа коммерциллĕ предприятийĕсенче те ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртме шутлаҫҫӗ. Пĕр сăмахпа каласан, коммуналлă хуҫалӑх сферипе социаллă сферăра та ҫĕнĕлĕхсемпе анлӑн усӑ курмаллине палăртнă уҫă канашлăва пухăннисем.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май ҫапларах каланă: «Кирек-епле ĕҫе те пĕлсе тата тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшмалла. Вĕсем пурте халăх ырлăхĕшĕн пулччӑр. Ҫынсемшĕн усăллă пулсан, ĕҫлени кăлăхах пулмĕ. Кирлĕ ĕҫ хучĕсене пухас енӗпе те ҫăмăллăх кӳмелле. Вĕсем управлени йышăнăвĕсем тата пĕтĕмлетӳ тунă чухнехи хăвăртлăха ӳстерме витĕм кӳрӗҫ. Перекет банкĕн хăш-пĕр ҫĕнĕ сервис пулăшăвĕсемпе эпир тахҫанах усă курма тытăннă. Уйрăмах вĕсемпе сывлăх сыхлавĕнче усă кураҫҫĕ. Ыйтусене туххăмрах татса парас тĕллевпе, тухăҫлăха ӳстерес шутпа эпир ӳлĕмрен те ҫавӑн пек ҫĕнĕлĕхсемпе усă курма тĕллев лартатпăр. Пĕр сăмахпа калас пулсан, ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртес тесе ҫав асӑннӑ ĕҫсене туса пыма тăрăшатпăр. Ку ĕҫре, пирĕншĕн Перекет банкĕ шанчăклă партнер пуласси пирки эпир пĕрре те иккĕленместпĕр», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Цифра трансформацийӗн уçлӑхӗнче республикӑра çӗнӗ платформа тата «Патшалӑх çынсем валли» концепци шайӗнче чылай проектсем туса хунӑ. Массӑллӑ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшу ӗҫӗсене электронлӑ майпа парасси çине куçнӑ. Цифра трансформацийӗн проекчӗсем уйрӑм отрасле те, тӗп отрасльсене те, пӗтӗмӗшле региона та цифра тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшаççӗ.
Перекет банкӗн Правлени Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ведяхин: «Кирек-епле индустрире те искусственнăй интеллект пысăк тухăҫлăхпа ĕҫлеме пулăшать. Вӑл транспорт, сывлăх сыхлавĕпе строительство е тата ытти сферăсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Тухăҫлăх ӳссе пыни – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма витĕм кӳрет. Хăйсен ĕҫне цифра технологийĕсемпе йĕркелесе пыма хирĕҫ мар регионсем чылай пулни пире пушшех те хавхалантарать. РФ субъекчĕсене эпир яланах пулăшма хатĕр. Хамăрăн ĕҫ опычĕ пирки сире каласа кăтартма эпир хавас. Чăваш Республики «цифра» ăнлава лайăх пĕлет, ăна пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлет. Халăх хуҫалăхĕн объекчĕсенче те цифра пайĕпе тĕплĕн усă курма тăрăшаҫҫĕ, ҫав ĕҫсенче те эпир региона пулăшма хатĕр», – тесе каланă вăл.
ВТБ-па килĕшĕшĕве алă пусса ҫирĕплетни – инвестици программисене пурнăҫлама пулăшĕ. Регионти проектсене, промышленноҫа аталантарма, инфратытăма ҫĕнетме, хальхи пурнăҫа тивӗҫтерекен банксен технологийĕсене пурнăҫлама пулăшассине те пĕлсех тăратпăр.
Документа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата ВТБ правленийĕн председателĕ – президент ҫумĕ Денис Бортников алă пусса ҫирĕплетнĕ.