Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енĕн малашлăх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йĕрĕсене сӳтсе явнă

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енĕн малашлăх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йĕрĕсене сӳтсе явнă

Раҫҫейĕн ҫил энергетикин тĕп тĕревĕ пулса тăма пултарайрать пирĕн республика.

Ҫакӑ отрасль валли кирлĕ пек хатĕрсене пĕтĕмпех тирпейлесе кăларма витĕм кӳрĕ.  Чăваш Енĕн электротехника компанийĕсем хăйсен тĕп таварĕсене ытларах тирпейлесе кăларма тата вĕсене туянакансем патне илсе ҫитерме хушма стимул илĕҫ.   Петербургра  иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕ – промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров шăпах ҫакӑн пирки  калаҫнă та уҫӑ калаҫу вăхăтĕнчи тӗл пулура.

Денис Мантуров Чăваш Ен промышленноҫ индексĕн кăтартăвĕсене  тĕплĕнрех пăхса тухнă. Раҫҫейре промышленноҫ секторне аталантарассин кăтартăвĕпе Чăваш Республики малтисен ретĕнче тăрать.  Кăҫал  регион палăртнă сектора аталантарма чылай субсиди илнĕ.   Тĕл пулура Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн уйрӑм программи пирки чарăнса тăнă.  Палăртса хăваратпăр, унăн кураторĕ шăпах Денис Манторов шутланать. Программăна кĕртсе хăварнă мероприятисем графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине асăннă ертӳҫĕсем, хăшĕ-пĕрисем  палăртса хунинчен кӑшт маларах та пурнăҫа кĕрсе пынине каланă.    Инвестици проекчӗсен шутне илес пулсан, республика плана икĕ хут ирттерсе пурнăҫлани паллӑ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ятарлă инвестици контракчӗ (СПИК 2.0) пирки канашланă.  Сăмах май, Денис Мантуров Чăваш Республикине ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе килме палăртнине пĕлтернĕ. 2022 çулта антрахинон мелӗпе усӑ курса водород перекиҫне туса кӑларас енӗпе контрактсем тунӑ.  Питĕрте иртнӗ  пĕлтĕрхи экономика форумĕнче СПИК 2.0 алă пусса ҫирĕплетнĕ, ăна тĕпе хурса регионта хута каякан водород перекиҫӗн производствине уҫнӑ ҫӗре хутшăнассине асăннă.  Палăртнă стандарт проекчӗсем çӗршывӑн технологисен суверенитетне уйрӑм сферӑсенче тивӗçтерме май парӗҫ.

«Пĕрлехи ĕҫсен кăтартăвĕ – юлашки ҫулсенче  промышленноҫ тытăмĕ палӑрмаллах вăй илсе пыни. Тирпейленсе тухакан таварсен калăпăшĕ ӳссе пыни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Ятарлă инвестици контрактне тӗплӗн тишкерсе пĕтĕмлетӳ туса хăвартăмăр. Денис Мантуров республикăна визитпа килессине хыпарларĕ. СПИК 2.0 килĕшӳллĕн водород перекиҫӗн производствине хута янӑ ҫӗре хутшăнассине те каларĕ», – тесе сăмаха тепĕр хут ҫирĕплетнĕ  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   



16 июня 2023
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter