Чӑваш Енпе Федерацин ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ

Чӑваш Енпе Федерацин ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ

Питĕрте иртекен экономика форумĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раҫҫей ҫамрăкĕсен организацийĕн ертӳҫи Ксения Разуваева Килĕшӳ ҫине алӑ пуснӑ.

Енсем республикăра ҫамрăксен политикине  аталантарасси пирки калаҫса килĕшнĕ. 

Калаҫу кунта тĕп проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки пырать.  Тӗпрен илсен, республикӑри  яшсемпе хӗрсене Раҫҫей ҫамрăкĕсен организацийĕн ҫулленхи ăмăртăвĕсене хутшăнтарассипе, унта хутшăнакансене тĕрлĕ методика сĕнĕвĕсемпе пулăшассипе, каярах вара ҫĕнтерӳҫĕсене проектсене пурнăҫа кĕртме хавхалантарса пырассипе ҫыхӑннӑ  ыйтусене сӳтсе явнӑ.  Ҫамрăксене федераци шайĕнче иртекен мероприятисене тăтăшах явăҫтарас ыйту та пĕлтерĕшлĕ.  Тĕпчев, тишкерӳ ĕҫĕсене тума вĕрентесси, тĕрлĕ ыйтăмсене хутшăнарас ыйтусем те актуаллă шутланаҫҫĕ.

«Ҫамрăксем пирĕн пуласлăх, вăл  мĕнле пуласси вара пĕтĕмпех тенĕ пек вĕсенчен килет.  Ҫамрăксен ӗҫӗ-хӗлӗпе тата пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тема патшалăхăн тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Раҫҫей ҫамрăкĕсен организацийĕн ертӳҫи Ксения Разуваева  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине палăртнă. Республикӑра ҫамрăксемпе тивĕҫлĕ шайра  ĕҫленине каланă вăл.  «Чăваш Республики ку енӗпе паха опыт пухнӑ», -  тенĕ ертӳҫĕ.  «Регионта ҫамрăксен организацийĕсем сахал мар уҫăлаҫҫĕ.  Ачасене шкул ҫулĕсенченех ҫамрăксен политикин ӗҫ-хӗлне хутшӑнтараҫҫӗ.  Яшсемпе хĕрсен ҫулне ҫитсен асӑннӑ ӗҫ кирлĕ пек шайра пулни пурсăмăра та хавхалантарать.  Пирĕн тĕп тĕллев – мĕнпур отрасльсенчи ҫамрăксене пĕр чăмăра пухса  чӑн-чӑн профессионалсем пулма вĕрентесси, вĕсен ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса, ҫĕршывшăн усăллă ҫынсем пулма пулăшасси.  Ҫамрăксен политикине аталантарас тӗлӗшпе республикăра профильлĕ министерствăсенче тăрăшакансем, ведомствăсемпе муниципалитетсен округĕсенче вăй хуракансем пĕр-пĕринпе ҫыхӑнса тухăҫлă ĕҫлесе пыни пуриншĕн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Чăваш Республикине ҫакӑншӑн тав тӑватпăр» , - тенĕ.  

 



16 июня 2023
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter