Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК « Трансмашхолдинг» АО ҫĕнĕ йышши энергоцентрсем хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшĕве ҫирĕплетнĕ

Чӑваш Ен Правительствипе Трансэнергопром ГК  « Трансмашхолдинг» АО ҫĕнĕ йышши энергоцентрсем  хута яма 5 млрд ытла тенкӗлӗх килӗшĕве ҫирĕплетнĕ

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата ТМХ-Энергетика йышӑнӑвӗсем тӑвакан  директорсен канашĕн Председателĕ Кирилл Липа,  Трансэнергопром ГК генеральнăй директорĕ Елена Климашевская пĕр-пĕринпе  туслӑн хутшăнса ĕҫлесси ҫинчен калакан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. 

Пĕрлехи ĕҫсен тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – регион территорийĕнче инвестици климатне лайăхлатса тата вăй илтерсе пырасси.   Килĕшӳ Чăваш Енре энергетика комплексне аталантарма, ҫĕнĕ объектсем хута яма пулăшĕ.    Ҫĕнĕ ĕҫсене пурнăҫлама Трансэнергопром ГК 5 млрд ытла укҫа куҫарса пама палӑртать.  

«Чăваш Республикин   электроэнергетика аталанăвне вăй илтерсе пыма май паракан черетлĕ утăма ҫирĕплетрĕмĕр.  Уйрăмах ҫакӑ промышленноҫ производствишĕн пĕлтерĕшлĕ.  Коммуналлă сферăшăн  та лайăх.  Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн тӑвакан ĕҫсем.  Республикăра социаллă пурнăҫпа экономикăна курăмлă аталантарса пыма комплекслă ĕҫсем туса пыма тăрăшăпăр.  Трансмашхолдинг, Трансэнергопром пек пысăк предприятисене тата ыттисене те явăҫтарма  тăрăшăпăр, вĕсем шанчăклă партнерсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе ĕҫлеме кăмăл тăваҫҫĕ. Паянхи пурнăҫ лартакан ыйтусене тĕллевлĕн пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ĕҫлĕпĕр, мероприятисене пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса йĕркелĕпĕр.   Наукăри ҫĕнĕлĕхсене те шута илĕпĕр.  Ҫавӑн валли ятарлă наукăпа техника центрĕсен ĕҫĕсене йĕркелесе яма йышăнусем туса хăварнă.

Енсем кăҫал республика территорийĕнче Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕнче генерацилекен объекта  хута яма калаҫса килĕшнĕ. Пĕрлехи пилот проекта кăҫал пурнăҫа кĕртесси паллă. Станцине энергипе тивĕҫтермелли ҫăлкуҫ вырăнне 1-9ГМГ ҫĕнĕ йышши двигатель лартса хăварасшăн.   Республикăн тĕп хулинче электрозаправкăсем хута кайнине палăртма кăмăллă. Вĕсем автомашинăсене энергипе туххăмрах тивĕҫтерееҫҫĕ.  Кун пек объектсен йышне республика территорийĕнче тата та ӳстерсе пырасшăн. 

ТМХ-Энергетика йышӑнӑвӗсем тӑвакан  директорсен канашĕн председателĕ Кирилл Липа сăмаха малалла тăснă май, ҫапларах каланă: «Эпир двигательсем калăплассипе ĕҫлетпĕр. Ҫавăнпа та ҫакнашкал объектсене хута яни  – пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.    Пирĕн хатĕрсемпе тĕрлĕ сферăсенче усă курни паха. Электроэнергин никама пăхăнманлӑхне тивӗҫтерни  аван. Пирĕн ĕҫ шăпах та,  ҫав ҫул-йĕрсенчен пĕри пулса тăрать те.    Двигательсем тăкаксене пĕчĕклетме витĕм кӳреҫҫĕ.   Ӗҫсене ҫакнашкал йĕркелесе пыни аякри регионсемшĕн питех те вырӑнлӑ.   Чăваш Енпе ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ, хамăрăн вăй-хăвата шанса эпир двигательсен йышне ытларах та ытларах ӳстерсе пыма шутлатпăр. Чăваш Енри пек объектсене эпир РФ ытти субъекчĕсенче те ӗҫе кĕртсе пыма тĕллев лартнă»,  тенĕ вăл.

«Регионта электроэнерги комплексĕ лайăх аталанса пырсан социаллă пурнăҫпа экономика пĕр тикĕс  вăй илсе пырасси никама та иккĕлентермĕ.  Энергокомплекс аталанăвĕ –  стратегиллĕ тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать те.    Ҫĕнĕлле йышăнусене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», – тенĕ  Трансэнергопром ГК генеральнăй директорĕ Елена Климашевская.

«2023 ҫулта Чăваш Енре инфратытăма ҫĕнетсе пырассипе тата та пысăк ĕҫсене пурнăҫлама палăртса хунă. Электрозарядка тӑвакан объектсен шутне ӳстересси пирки те шутлатпӑр.  Объектсене хăш вырăна туса лартмалли плансене пăхса хăварнă.   Пĕрремĕш объект Сĕнтĕрвăрринче, Шуршăл салинче  пулĕ.  Ăшăпа тивĕҫтерес ыйтупа кăҫал ҫав муниципалитет округĕнче ҫăхавсем, тен, пулмĕҫ.  Проектсене пĕтĕмпех кăҫал пурнăҫа кĕртме палӑртнă.  Энергоцентрсен икĕ проектне хатĕрлеме пуҫланă», – тесе  пĕлтернĕ вăл.          

 



19 июня 2023
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter