Федераци Канашĕнче пулакан Чăваш Ен кунĕсене Олег Николаев хутшăнĕ

Федераци Канашĕнче республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикин вăй-хăватне  презентацилес тĕллевпе Чăваш Ен кунне йĕркеленĕ.  Ҫапла майпа пирĕн регионпа кăсăкланакансен йышне ӳстерме аван, регион ырлăхĕшĕн килĕштерсе ĕҫлемелли ҫыхăнусене сарма та меллĕ.   Мероприятине РФ Федераци Канашĕнче ҫĕртме уйăхĕн 19-21-мĕш кунĕсенче ирттерме плана кĕртнĕ. 

Йышăннă программăпа килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ Федераци Канашĕн Председателĕпе тĕл пулӗ, кунсăр пуҫне  Ертӳҫĕ Федераци Канашĕн Комитечĕсен председателĕсемпе уҫă калаҫусем ирттерĕ.  Ертӳҫĕсем бюджет, экономика, социаллă пурнăҫ, вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсене сӳтсе явĕҫ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тата патшалăх влаҫӗн органĕсен представителĕсем тĕрлĕ комитетсен ертӳҫисемпе анлă канашлăва пухăнĕҫ.  Вĕсем Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухĕҫ. 

Чи паллă пулăмсенчен пĕри – «Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕн сехечĕ» ятлă мероприяти.  Ăна ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче ирттереҫҫĕ. Унта пухăннисене, сенаторсене регионăн социаллă пурнăҫĕпе тата экономикипе паллаштарĕҫ.  Республикăн  палăртса хунă планĕ пирки каласа кăтартĕҫ.  Ҫавӑн пекех асӑннӑ мероприяти вӑхӑтӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ сăмах илĕҫ,  тĕрлĕ куравсем  ӗҫлĕҫ.

Ҫĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче РФ Федераци Канашĕн комитечĕсен канашлăвĕнче пурнăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнчи ыйтусене тишкернĕ, вĕренӳ, культура сферинчи инфратытăма ҫĕнетсе улăштарассипе ҫыхăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă.

Палăртса хăваратпăр, маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата РФ Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Андрей Яцкин региона презентацилесси ҫинчен калакан ыйтăва пăхса тухнă. 



20 июня 2023
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter