Пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ лайăх

«Республика кунĕ тĕлне тĕрлĕ тытăмра ĕçлесе патшалăх наградисене тивĕçнисене яланхи пекех саламлама пухăнтăмăр. Пысăк уява анлă паллă тăватпăр. Пирĕн пата хăна нумай килет. Халĕ республикăра тĕрлĕ регионри архитекторсем хула аталанăвне сÿтсе яваççĕ. Вĕсем урбанистика тытăмĕнчи паллă ĕçченĕн Вячеслав Глазычевăн мелĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çакă ырă çимĕç парĕ. Паян çĕршыв, республика, ĕç аталанăвне тÿпе хывнисене чыслатпăр, Эсир çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыратăр, ĕçтешсене тĕслĕх кăтартатăр. Кĕске калаçу вăхăтĕнчех ĕçлĕ канаш панăшăн тав тăватăп. Хăш чухне темиçе сăмахпах тарăн шухăша палăртатăр. Çакă кирлĕ йышăну тума пулăшать», — сăмах илчĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Малашне те тĕрлĕ тытăмра — сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, вĕрентÿре, пичетре... — чуна парса ĕçлеме сунчĕ вăл. Пĕрле килĕштерсе вăй хурсан çитĕнÿ тума май килнине палăртрĕ. Олег Алексеевич эрне пуçламăшĕнчи канашлура кăçалхи 5 уйăх ĕçне пĕтĕмлетнине, кăтартусем лайăх пулнине каларĕ. Пĕрлехи ĕçшĕн пурне те тав турĕ.

Улатăр районĕнче çуралнă космонавта, Раççей Геройне Николай Бударина «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. Вăл малашне те тăван тăрăх аталанăвĕшĕн ĕçлессине палăртрĕ. Тăван тăрăх хитреленсе хăтлăланнишĕн савăннине пытармарĕ.Унăн ĕçтешĕсемпе юлташĕсем те çакна сăнанă.

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçрĕ. «Çакă — пĕтĕм коллектив награди. Центр Чăваш Енре 14 çул ытла ĕçлет. Чи малтанах тăван республикăра пурăнакансене пулăшу кÿретпĕр», — терĕ Николай Станиславович.

«Çакна коллектива панă награда тесе шухăшлатăп. Вăл тăван республикăн экономика тытăмне аталантармашкăн аслă шкулта ăста специалистсене хатĕрлеме хавхалантарĕ. Паян çамрăксенчен нумайăшĕ хамăр тăрăхра хушма пĕлÿ илни савăнтарать. Пирĕн патра вĕренсе диплом илекенсем ĕçе çăмăллăнах вырнаçаççĕ», — терĕ «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Мускав политехника университечĕн Шупашкарти институчĕн директорĕ Александр Агафонов.

Награда илнисен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕ те пур. «Хыпар» хаçатăн хыпарсен службин тишкерÿçи Марина Тумаланова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.



Хыпар
20 июня 2023
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter