Пĕтĕм Раҫҫейри «Глазычев вулавĕ» урбанизм конференцийĕн тĕп площадкинче Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне тарăн сӳтсе явнă

Пĕтĕм Раҫҫейри «Глазычев вулавĕ» урбанизм конференцийĕн тĕп площадкинче Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне тарăн сӳтсе явнă

Пĕтĕм Раҫҫейри «Глазычев вулавĕ» урбанизм конференцийĕн тĕп площадкинче Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне тарăн сӳтсе явнă.  Ĕҫ хутне хатĕрлеме кăҫал ДОМ. РФ хутшăннă.

Эпир кăҫал «Глазычев вулавĕ» бренда тĕпе хурса пуҫтарăнтăмăр.  Мероприятине Раҫҫейĕн паллă ăсчахĕсене халалланă.  Палăртма кăмăллă, Чăваш Енĕн тĕп хулине аталантарассинче Вячеслав Глазычевăн тӳпи пысăк.  Вăл хуламăрăн сăн-питне улăштарма сахал мар тăрăшнă, ăна паянхи пурнăҫпа тӳр килтерессишĕн вăй хунă», –  тесе палăртнă Чăваш Енĕн Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Инвестици проекчӗсене явӑҫтармалли центр туса хурас тӗллевпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата  хăш-пĕр муниципалитета пӗрлештерекен Шупашкар агломерацине малалла аталантарма палӑртнӑ. «ДОМ.РФ» фондпа пӗрле стратегиллӗ документ – мастер-план туса хатĕрленĕ. Вӑл территорие планламалли тата хула тӑвас ӗҫе зонӑсем ҫине уйӑрмалли, агломерацин мӗнпур территорине тирей-илем кӗртмелли документсен никӗсӗ шутланать. Мастер-план лайӑх пӗлнӗ пек туйӑнакан инфратытӑм тӗлӗшпе ҫирӗплетмелли йышӑнусем ҫине хальхи вӑхӑтри урбанизм майӗсене шута илсе ҫӗнӗлле пӑхма май парать.

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче Шупашкар агломерацийĕ комплекслă аталанса пымаллине палăртнă. «Чăваш Енĕн илемĕ – Шупашкар агломерацийĕ.   Территорийĕн комплекслă аталанмалла.  Чăваш Енĕн тĕп хулин мастер-планĕнче муниципалитетăн хăй евĕрлĕхĕ пулмалла.  Уйрăмах вĕсем ҫине тимлĕх уйăрмалла.  Архитектурăпа, йăла-йĕркене те пăхăнса пымалла. Ку ĕҫре вара тĕнчери паха тӗслӗхсене тишкермелле, вĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Инфратытăм проекчĕсене пурнăҫа кĕртес ӗҫре  мастер-плансем паха.  Эпир паян ҫамрăксене килĕшекен условисене шута илсе пыма,  Чăваш Енре ҫитĕнекен ăрăва пурăнма, хăйсен  тĕллевĕсене ĕҫлесе пурнăҫа кĕртме лайăх майсем йĕркелеме тăрăшăпăр», – тесе каланă Олег Николаев.

Чăваш Ен Ертӳҫи пурăнмалли хваттерсене  ҫăмăллатнă аренда шучĕпе тивĕҫтерни те лайăх пуҫару пулассине асăннă.  Хальлĕхе ăна ОПК ĕҫченĕсем валли кăна йĕркеленĕ.

«Эпир Чӑваш Енре планлас ӗҫе аталантармалли документ туса хатӗрлессине пĕлсех тăратпăр. Йышăнсан, тепĕр куннех вăл ĕҫе кĕрĕ.  Унăн витĕмлĕхĕ пĕлтерĕшлĕ проектсенче пысăк пулассине шанатпӑр.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн команди ҫавна тума пултарасса ăнланатпăр. Республикӑра  экономика  тата ĕҫлекенсен потенциалĕ ҫав тери пысăккине куратпăр», – тесе палăртса каланă «ДОМ.РФ»  АО хӑтлӑ хула хутлăхне аталантарассипе ĕҫлекен директорӗ Антон Финогенов.

 Стратегиллĕ сессире Раҫҫей Федерацийĕнчи архитекторсем Шупашкар агломерацийĕн  мастер-планне сӳтсе явнă, ăна аталантарассипе  ҫыхăннă ыйтусене  пăхса тухнă.     Канашлăва хутшăннисем паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан ĕҫсене тишкернĕ, хӑтлӑ  хула хутлăхĕн тата пурăнмалли ҫурт-йĕр строительствин аталанăвне ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса йĕркелеме палăртнă.   Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе экспертсен пĕрлĕхĕн тата хулара пурăнакансен пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса, пĕр-пĕрин сĕнĕвĕсене шута илсе ĕҫлеме тăрăшмаллине те каланă канашлура.          

 



20 июня 2023
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter