Федераци Канашӗнчи Чӑваш Республикин куравĕпе Валентина Матвиенко паллашнă

Федераци Канашӗнчи  Чӑваш Республикин куравĕпе Валентина Матвиенко паллашнă

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Ен кунĕсене халалласа йĕркеленĕ куравпа паллашнă.  Унта Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикин аталанӑвне тӗплӗн  кăтартса панă. Ҫавăн пекех республикăн историйĕпе пуласлăх ҫул-йĕрĕсене те палăртнă тĕрлĕ куравра. 

Экспонатсем хăйне евĕр те кăсăк пулнине палӑртмалла. Вĕсенче республикăн производство предприятийĕсем анлăн сăнарланнă. Куравра ял хуҫалăхĕпе строительство, культура, социаллă сфера, вĕренӳпе спорт, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ĕҫ-хĕлĕ тĕп вырăн йышăннă. 

Хăнасем куравпа тĕплĕн паллашнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сумлă ертӳҫĕсене республикăна инвестицисем явăҫтармалли тĕрлĕ майсем йӗркеленине, инвесторсем экономикăн тĕрлĕ сферисенче ӗҫлеме кăмăл тунине пĕлтернĕ.  Кăҫалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче Чăваш Республикине хывнӑ инвестицисен калăпăшĕ 124,3 процента ҫити ӳснине асӑннӑ вăл.  Кăтарту пурсăмăра та малалла ăнтăлма хавхалантарать тенĕ Ертӳҫĕ.  Ҫавна май Чăваш Республики Атăлҫи федераци округĕнче хисеплĕ пĕрремĕш вырăнта  пулнине, Раҫҫейри ытти субъектсем хушшинче вара вуннăмĕш вырăнта тăнине асăннă Пуҫлăх.  Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем таварсене 313,9 млрд тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнӑ.  Ку енӗпе пирĕн республика Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен йышĕнче хисеплĕ виҫҫĕмĕш вырăнта. Промышленноҫ производстви енӗпе Чӑваш Ен Атăлҫи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăнта, Раҫҫей Федерацийĕн ытти регионĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăнта пулнине пӗлтернӗ Олег Николаев.   

Валентина Матвиенко куравпа паллашнă чухне санкцисемпе ҫыхӑннӑ йывăрлăхсем ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.  «Производствăсем йывăрлăхсем туймаҫҫĕ-и?», - тесе  ыйтнă  вӑл республика Пуҫлăхĕнчен. Ыйтӑва «Г. А. Ильенко  ячĕллĕ «ЭЛАРА» наукăпа производство комплексĕн генеральнăй директорĕн патшалăх влаҫӗн органĕсемпе хутшӑнса ĕҫлекен ҫумĕ Наталья Партасова хуравланӑ. Вӑл производство предприятийĕсем мĕнпур ĕҫе паянхи пурнăҫ ыйтнине тĕпе хурса, пысăк технологисен витĕмлĕхне шута илсе йĕркелесе пыма тăрăшнине пĕлтернĕ.  Укҫа-тенкӗне производство валли кирлӗ тĕрлĕ хатĕрсем туянма тăкакланине, ҫавна пула тухăҫлăх ӳснине, таварсен пахалăх шайĕ  лайăхланса пынине те палăртнă. Паянхи пурнăҫра ытларах пысăк квалификациллĕ кадрсем ҫине тимлĕх уйăрмаллине те каланӑ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

  Трактор завочĕсен ĕҫне те пысăка хурса хакланă Валентина Матвиенко.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май промышленноҫ производстви груз турттармалли хӑвӑрт ҫӳрекен вагонсене тирпейлесе кăларассипе  хĕрӳ ĕҫленине пӗлтернӗ.    Пысăк хăвăртлăхпа ҫӳрекен техникăна ыттисем хапăл тусах кĕтнине, проекта пурнăҫлама производство вăй-хăвачĕ ҫителĕклĕ пулнине асăннă регион Ертӳҫи.  «Трактор завочӗсем» концерн» «Машиностроенипе индустри ушкӑнӗ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ  Андрей Водопьянов хăйĕн сăмахĕнче производствăра Раҫҫей территорийĕнче тирпейленсе тухакан кирлĕ пек хатĕрсемпе 96 процента яхăн усă курнине палăртнă. 

Валентина Матвиенко акăлчан чĕлхине вĕрентмелли онлайн-шкул йӗркеленӗ Георгий Соловьев пирки чарăнса тăнă. Палăртса хăваратпăр, вăл Чăваш Енре ҫуралса ӳснĕ.  Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти электромеханика  колледжӗ ҫумĕнче  ИТ - Singularity Hub ĕҫне пуҫарса янине пĕлтернĕ.  Чăваш Енре ӳлĕмрен ИТ вĕрентĕвне аталантарма тĕрлĕ плансем пăхса хăварассине асăннă. Ҫĕнĕлĕхсем вĕренӳ тытăмне ҫĕнĕ шая ҫӗклеме витĕм кӳрӗҫ.  

 



21 июня 2023
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter