«Федераци Канашӗн йышăнăвне Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ объектсемпе пуҫарусене кӗртӗҫ» – палăртнă Олег Николаев

«Федераци Канашӗн йышăнăвне Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ объектсемпе пуҫарусене кӗртӗҫ» – палăртнă Олег Николаев

РФ Федераци Канашĕнче  Чăваш Ен кунĕсем иртнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Федераци Канашĕн Комитечĕн председателĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Анатолий Артамонов, Инна Святенко, Андрей Кутепов тата Александр Двойных регион Пуҫлăхĕпе пĕрле финанс, социаллă пурнăҫпа экономика, аграри пайĕнчи ыйтусем  тавра калаҫнă.

Федераци Канашĕн социаллă пурнăҫ тата экономика аталанăвĕпе ĕҫлекен комитетсен анлă ларăвĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев сенаторсене регионăн пуласлăх ҫул-йĕрĕсем пирки каласа кăтартнă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă. Социаллă политика енĕпе ĕҫлекен Комитетăн ларăвне Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Галина Карелова хутшăннă.  Канашлăва пухăннисем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пăхса тухнă.   Вĕсен йышĕнче: Республикăри клиника больницин ҫĕнĕ комплексне  тăвасси.  Шывра ишессипе спорт ăмăртăвĕсене ирттерме 9-мĕш №-лĕ спорт шкулĕ вырăнĕнче Спорт керменне ҫĕклесси, сусăр ачасемпе ҫамрăксем валли реабилитаци центрĕ хута ярасси, Сĕнтĕрвăрри  тăрăхĕнчи  А.Г. Николаев музейне тĕпрен реконструкцилесси.    

 «Ҫитес пиллĕк ҫулта эпир  социаллă сферăра пысăк проектсене пурнăҫлама шутлатпăр. Паллă, вĕсене пурнăҫлама федераци енчен тĕрев кирлĕ.  Пирĕн сĕнӳсене пурне те тенĕ пекех  ырлани, пире хавхалантарать.  «Субъект сехечĕ» вăхăтĕнче  иртекен канашлура  Федераци Канашĕн пĕрлехи проектăн йышăнăвне  Чăваш Республикишĕн пĕлтерĕшлĕ объекчĕсем кĕрсе юлассине шанатпăр.  Палăртнă объектсем пĕтĕмĕшле республикăшăн анчах мар, регионта пурăнакан мĕнпур халăхшăн ырă витĕм кӳрессине те пĕлсех тăратпăр», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Чăваш Республикин социаллă потенциалне пысăка хурса хаклатăп.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ социаллă ҫул-йĕре аталантарассипе  пурнăҫлакан  ĕҫсене те ырлатăп.   Унăн командинче вăй хуракансем пуҫаруллă ĕҫсем тăваҫҫĕ, пурте пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени куҫ кĕретех.  Эпир Чăваш Енре ҫĕнĕ пуҫаруллă проектсем пурнăҫланнине куратпăр.  Наци проекчĕсемпе пĕтĕмпех ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма тăрăшни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Ачасен канăвне йĕркелеме,  вĕсен тавра-курăмлăхне ӳстерме май паракан ҫĕнĕ объектсем Чăваш Республикинче хута кайнишĕн эпир савăнатпăр. Учрежденисенче ачасен сывлăхне ҫирĕплетме аван.   Тĕрĕс йышăнусем йывăрлăха туххăмрах татса панине ҫирĕплетеҫҫĕ», – тесе палăртнă Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Галина Карелова.  

Экономика политикипе ĕҫлекен  Комитетăн ларăвĕнче ертӳҫĕсем регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ  170 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене сарассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă.   Чăваш Республики тăрăх иртекен «Мускав – Чулхула – Хусан» М-7 ҫула сарассипе 6-мĕш тата 7-мĕш тапхăрпа пулса пыракан объектсем пирки  канашланă.   

«Хальхи палăртнă ҫулсем,  ятарлă стандарта тивĕҫтермеҫҫĕ.  Йывăр тиенĕ автомашинăсене ҫӳретме меллĕ мар.  Тăтăшах ҫулсене тирпейлесе  юсаса тăма тивет. Объектсем юрăхсăра тухнă.  Вĕсен ҫывăхăнче вырнаҫнă ялсем уйрăмах йывăрлăх тӳсеҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Региона аталантарса пырас тĕллевпе йышăннă Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантармалли 2020–2024-мĕшĕ ҫулсене валли  программăна тăсма сĕннĕ.  

 «Чăваш Енре программăна пурнăҫа кĕртсе пынă май, халăх валли ҫĕнĕ 2,5 пин  ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Бюджетран мар укҫа-тенкĕне те чылай явăҫтарнă,  инвестици  калăпăшĕ 24 млрд ҫитнĕ.  Пĕтĕмпе 540 яхăн инвестициллĕ проектсем йышăннă, вĕсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртнĕ», тенĕ сăмаха малаллла тăснă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.      

«Комитет Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗп кӑтартӑвӗсен динамикине хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, ВРП 2022 ҫулта 2021 ҫулхипе танлаштарсан 40 миллиард тенке яхӑн ӳснӗ,  вăл 432, 1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, пĕр ҫынна тивекен кӑтарту ӳснӗ – 366, 7 пин тенкӗне ҫитнĕ. Тӗп капитала хывнӑ инвестицисем – 30 миллиард тенке яхӑн (93, 8 миллиард тенкӗ), экономикăна явăҫтарнă ҫынсен шучĕ  128 пине ҫитнĕ», –  палăртнă Федераци Канашӗн экономика политикипе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Андрей Кутепов  

Ҫавӑн пекех аграрипе апат-ҫимӗҫ политики тата ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси енӗпе ӗҫлекен Федераци Канашӗн комитечӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Комитет председателӗ Александр Двойных республикӑна хӑмла ӗрчетес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен регион тесе палӑртассине  асăннă. Александр Двойных палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен хӑйӗн регионӗншĕн кăна мар, ҫӗршывшăн та усăллă пулассине  каланă.  Чӑваш Республикинчи  НИИСХ – Раҫҫейре пӗртен-пӗр учреждени, вăл  250 яхӑн хӑмла сортне тирпейлесе калăплание пĕлтернĕ.

«Региона ҫак сферӑри пилот площадки тесе палӑртма йышӑнни аван. Вăл импорта улăштарма витĕм кӳрĕ.  Хӑмла ӳстерекенсене хӑйсене хӳтлӗхлӗ туйма пулӑшмалла. Эпир наукӑна, кирлӗ сортсене сыхласа хӑварма пултартӑмӑр. Раҫҫей Федерацийӗ хӑмла ӗрчетес ӗҫе аталантармалли ҫак программӑна хастар хутшăнма  пултарать», – тенĕ вăл.

 Ҫӗртме  уйăхĕн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Федераци Канашӗн Председателӗпе Валентина Матвиенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттерĕ. «Субъект сехечĕ»  иртнĕ май,  Федераци Канашӗн 547-мӗш ларӑвӗнче тухса калаҫӗ, унта регионӑн социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика лару-тӑрӑвӗ ҫинчен  каласа кăтартĕ.  Региона  аталантарма палăртнă плансем пирки хыпарлĕ.

 



21 июня 2023
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter