РФ Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем иртнĕ май, спорт ăмăртăвĕсем пулнă

РФ Федераци Канашĕнче Чăваш Ен кунĕсем иртнĕ май, спорт ăмăртăвĕсем пулнă

Раҫҫей Федерацийĕн  Хĕҫ-пăшаллă вăйӗсен Генеральнăй штабĕн Ҫар академийĕн базинче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командипе РФ Федераци Канашĕн пĕрлештернĕ команди хушшинче пăшалтан перессипе  спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Икĕ  ушкăнĕ те  пысăк ăсталăх кăтартнă. Ăмăрту пĕр пек счетпа вĕҫленнĕ.  

Мускаври Олимп резервĕн  «Сокол» спорт шкулĕнче Чăваш Республикин Правительствин пӗрлештернӗ командипе РФ Федераци Канашĕн аслӑ палатин пӗрлештернӗ команди футболла (арҫынсем) тата волейболла (хĕрарăмсем) выляса  мала тухассишĕн ăмăртнă.  Парламентари командисем икĕ вăйăра та мала тухнă, 2:1 шутпа ҫĕнтернĕ.     

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫапла палӑртнă: «Ăмăртусем ҫав тери кăсăклă иртрĕҫ.  РФ Федераци Канашĕн командинче вылякансем хăйсен ăсталăхне пысăк шайра кăтартрĕҫ.  Чăваш Республикин команди те япăх мар, ҫивĕч тупăшура  вĕсене хирĕҫ аванах вылярĕ, ҫӗнтерессишĕн хĕрӳ ăмăртрĕ.  Чи кирли – пирĕн шутпа туслăх ҫĕнтерни.  Спорт мероприятийĕсем питĕ кирлĕ, вĕсем сывлăха ҫирĕплетме анчах мар, туслă хутшӑнусем йӗркелеме те пулӑшаҫҫӗ.   Кану саманчĕсенче  тепӗр чухне, ӑнсӑртран тенӗ пек, питĕ лайăх шухăшсем те  ҫуралаҫҫĕ».   

 



21 июня 2023
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter