Хурланупа асăну кунĕнче Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Ӗмӗрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунӑ

Хурланупа асăну кунĕнче Чӑваш Ен  Пуҫлăхĕ Ӗмӗрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечексем хунӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хурланупа асăну кунĕнче «Ҫĕнтерӳ» мемориал комплексĕнче Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечек кăшăлĕ хунă, паттăрсене асăнса самантлăха шăп тӑнă.

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи 1418 куна тăсăлнă Аслă вăрçи пуçланнăранпа çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче 82 çул çитнĕ ятпа Чăваш  Енĕн тĕп хулинче, шурă Шупашкарăн Çар Мухтавĕн мемориалĕнче,  асăнупа хурлану митингне ирттернĕ.

Хурлану митингне Раҫҫей Геройĕ Евгений Борисов, федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Григорий Сергеев, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен Чӑваш Республикинчи территори органӗсен ертӳҫисем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем,   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, тĕрлĕ тĕн организацийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисен пуҫлăхĕсем, тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем, ветерансемпе тыл ĕҫченĕсем, республикăра пурăнакансем  чылайăн  пухăннă. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунисене асăнса, шăплăха тыта пуҫ тайнă.  Митинга пухăннисем салтаксем пирки ĕмĕр асра тыни ҫинчен пĕлтернĕ,  Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлесе пуҫне хунă салтаксене чыс тунă. Юнлă çапăçу хирĕсемпе утса-шуса тухса Аслă Çĕнтерĕве туптанă, хăйсен йăхне тăсакан çĕнĕ ăрăва телейлĕ те ирĕклĕ, янкăр тӳпеллĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсен ятне ĕмĕр асра тытма тупа тунă.   



22 июня 2023
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter