Асăнупа хурлану кунĕ

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 12:15 сехетре Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене самантлӑха шӑп тӑрса асӑнӗҫ. Вӑрҫӑра 27 миллион ҫын пуҫне хунӑ.

Раҫҫейӗпех 1 минутлӑха телекурав, радио сасси шӑпланӗ, суту-илӳ центрӗсенчи шав лăпланĕ. Общество транспорчӗ чарӑнӗ. Предприятисемпе организацисенче самантлăха шăп пулӗ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – вăрҫăн асаплӑ ҫулĕсене ĕмĕр асра тытасси.

Пӗрле паттăрсене хисеплесе аса илер, Тӑван ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлекенсене чыс тăвар.



22 июня 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter