Каяш шывсене тасатас енӗпе палăртнă саккунсен йĕркине тӳрлетӳсем кĕртес текен Чăваш Ен Пуҫлăхĕн пуҫарăвне Валентина Матвиенко ырланă

Каяш шывсене тасатас енӗпе палăртнă саккунсен йĕркине тӳрлетӳсем кĕртес текен Чăваш Ен Пуҫлăхĕн пуҫарăвне Валентина Матвиенко ырланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне кун пирки шăпах та, паллă пулнă.  Ертӳҫĕсем Федераци Канашĕн йышăнăвĕн проектне пăхса тухнă, Чăваш Республикин  социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне  патшалăх енчен тĕрев парасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин ушкăнне комитетсемпе тачă ҫыхăнса пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă РФ Федераци Канашĕн Председателĕ.  Шыв Кодексне ҫĕнĕлĕхсем кĕртес текен шухăша ырланă.    

«Каяш шывсене тасатса тирпейлемелли сооруженисем пирки саккунсен йĕркинчи хирĕҫӳсем пирки сăмах пуҫарнă май,  хăш-пĕр cамантсем пирки чарăнса тăрас килет, пĕр-пĕринпе уйрăм вырăнсенче  килĕшсе тăманлăх пурри сисĕнет.  Кăсăклă кĕтменлĕх сиксе тухать. САНПИН ыйтнине пĕтĕмпех тивĕҫтерес пулсан, экологи требованийĕпе ҫырансен ҫывăхĕнче пурнăҫланакан строительство ĕҫĕсене пурнăҫла юрамасть имĕш.  Чарусене  пăрахăҫласа аван пулнă пулĕччĕ. Хĕрĕҫтăрăва мĕнле татса памалла-ши?», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Раҫҫей Федерацийĕн Ҫутҫантлăк ресурсĕсемпе экологи министерстви федерацин саккун проектне туса хатĕрленĕ. РФ Шыв кодексĕ пирки калакан документа  тӳрлетӳсем кĕртме пăхса тухнă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн шухăшне ырланă.  Саккун проектне хатĕрлеме сĕннĕ ăна вăл. Хирĕҫтăрăва прахăҫласан ĕҫ-пуҫ аванах малалла пулса пырассине те асăннă вĕсем.  Енчен те ĕҫ йĕркеллĕ пулсан, паха практика Чăваш Еншĕн кăна мар, ытти субъектсемшĕн те ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулассине  шанса каланă Валентина Матвиенко.  

Чӑваш Ен Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа уҫă калаҫу ирттернĕ самантра Валентина Матвиенко Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсене ирттернĕ чухнехи хăш-пĕр калаҫса ккилĕшнĕ самантсем пирки чарăнса тăнă,  вĕсене ӳлĕмрен пурнăҫа кĕртме тăрăшмаллине палăртнă. Федераци Канашӗн  Председателĕ  республика Пуҫлăхĕн командин ӗҫ кӑтартӑвӗсене пысӑка хурса хакланӑ, комитетсемпе пĕлтерĕшлĕ канашлусем ирттернине асăннă.  Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсене ирттерни – федераци площадкинче  республикăн ҫитĕнĕвĕсемпе паллаштарни паха тенĕ вăл.  Тепĕр тесен, хăш-пĕр ĕҫсене пурнăҫа кĕртме республикăшăн пулăшу ыйтма та аван пулнине палăртнă  Валентина Матвиенко. Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма май паракан РФ Федераци Канашĕн йышăнăвне пахалăх шайĕнчен ҫӳллĕ шайра хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă вăл.

«Йышăну епле пурнăҫланнине ҫирĕп тĕрĕслевре тытăпăр.  Документа пурнăҫлас ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви те яваплăха туйĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче  Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко.

«Сирĕн паха ĕҫе тĕпе хурса Чӑваш Республикин Правительствин команди пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли паха опытпа пуянланчĕ.  Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен кунӗсенче  пирĕн плансемпе  ертӳҫĕсем тĕплĕн паллашрĕҫ.  Комитетсем  республикăн  сӗнĕвĕсене  хапăл тусах йышĕнчĕҫ. Уҫă калаҫусем вăхăтĕнче пĕр-пĕриншĕн усăллă  ĕҫсем пирки канашларăмăр. Кăсăклă иртрĕҫ мероприятисем», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

 

 



22 июня 2023
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter