Ҫӗртме уйăхĕн 23-мӗшӗнче Шупашкарта XIII-мĕш экономика форумӗ уҫăлать

Ҫӗртме уйăхĕн 23-мӗшӗнче Шупашкарта XIII-мĕш экономика форумӗ уҫăлать

Чăваш Республикин тĕп хулинче ҫĕртме уйăхĕн 23–24-мĕшĕсенче Республика кунне халалланӑ экономика форумĕ иртет. Мероприяти кăҫалхипе XIII-мĕш хут  пулать.  Унăн тĕп теми – экономикăна ҫирĕп аталантарса пыма пулăшакан ҫул-йĕрсем. 

«Палăртнă форумăн тӳремĕнче пĕр-пĕринпе курнăҫса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма аван. Унпа пӗрлех пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама та меллĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Форум программипе килĕшӳллĕн ĕҫлĕ канашлу ирттерме пĕтĕмпе 12 площадка хатĕрленĕ.  Яланхиллех, куравсемпе фестивальсем тĕп вырăн йышăнаҫҫĕ.  Ҫамрăксемпе ĕҫлекен федераци агенствин представителĕсем канашлăва кăсăклă ыйтусемпе пухăнĕҫ.  Обществăлла организацисем, ырă кăмăллăх фончĕн ертӳлĕхĕсем, Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тĕл пулĕҫ, пурнăҫ кӑларса тӑратакан ыйтусене татса парассипе уҫă калаҫусем ирттерĕҫ. 

Форумăн тӗп тĕллевĕсенчен пĕри – Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсене аталантармалли паха енсене  йӗркелеме вĕренесси.  Ҫавăн пекех вӑл Раҫҫейри регионсене ESG- кун йĕркине пурнăҫа кĕртме, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлемелли йĕркесене ҫĕнетсе пыма та пулӑшӗ.

Паллă пулăм вӑхӑтӗнче кăҫал та, ытти ҫулхисенчи пекех, тĕрлĕ килĕшӳсене алă пусса ҫирĕплетĕҫ.

Ҫĕнĕ инвестици проекчӗсене пурнăҫлама майсем тӑвакан ĕҫ хучĕсене пăхса тухса  ҫирĕплетсе хăварĕҫ.  Чăваш Республикин Экономика министерствипе «Химпром» ПАО ҫĕнĕ проектсене пӗрле пурнăҫа кĕртес ыйтусем те кун йĕркинчех тăрĕҫ.    Чăваш  Республикин Экономика министерствипе пĕтĕм Раҫҫейри «Раҫҫейри машина тăвакансен союзӗ» обществăлла организаци хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлӑлатасси ҫинчен калакан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме палӑртнӑ. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма витĕм кӳрекен пĕтĕм Раҫҫейри «ОПОРА РОССИИ»  обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕпе «Раҫҫей Перекет банкĕ» ПАО  пĕрлехи проектсене пурнӑҫласси ҫинчен калакан килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетĕҫ.

Муниципалитет пĕрлĕхĕсем хушшинчи ăмăртусенче пысăк кăтартусемпе палăрса мала тухнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне савăнăҫлă лару-тăрура парса чыслĕҫ. 

 



23 июня 2023
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter