Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ волонтерӗсене – « Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!» акцие хутшӑннисене чысланӑ

Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ волонтерӗсене – « Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!» акцие хутшӑннисене чысланӑ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Владимир Ким сержанта «Хастарлăхшăн» медаль парса чысланă. Кунсăр пуҫне ятарлă ҫар операцине хутшăнакан хамăрăн ентешсене хавхалантарма, кăмăл-туйăмне кăштах та пулин ҫĕклеме тата ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулӑшнӑшӑн республика Пуҫлăхĕ Ҫĕнтерӳ волонтерĕсене Чăваш Республикин Тав ҫырăвĕпе чысланă.

Пĕтĕмпе ятарлă ҫар операцине пурнăҫлакансем патне Чăваш Енрен гуманитари пулăшăвне 121 млн тенкĕлĕх ăсатнă. Пухмача ырă кăмăллăх фончĕсем пĕтĕмпе 58 млн, «Пĕрле» фонд – 63 млн хывнă. Палăртма кăмăллă, ҫар тивĕҫĕсене пурнăҫлакан хамăрăн ентешсене кирлĕ пек хатĕрсем туянма Алексей Воскобойников ZOV_ПАТРИОТА «ВСТАВАЙ СТРАНА» волонтерсен ушкăнне 1,7 млн ытла куҫарса панă.

«Ятарлă ҫар операцине хутшăнакансене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе ывăл-хĕрĕсене, тус-тăванĕсене кирлĕ пек тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Вĕсен ҫемйисене патшалăх енчен пулăшусемпе тивĕҫтерме ятарлă йышăнусем пăхса хăварнă», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» акцине пысăк предприятисем анчах мар, ытти вак тата вăтам предпринимательлĕх ĕҫӗнче тăрăшакансем те чылайăн хутшăнма кăмăл тунă.

«Мĕнпур халăх пĕр чăмăра пухăнни, хăйсенчен мĕн килнĕ таран пулăшма тăрăшни – паттăр салтаксене ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшать. Эпир хамăр енчен кун пек ĕҫе пурнӑҫлани – пире нихăҫан та ҫĕнтерме май ҫуккине, эпир – вăйлă Раҫҫей пулнине ҫирĕплетет», – тесе палăртнă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшакан мĕнпур ҫынна тепĕр хут тав тунă вăл.
Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн Владимир Ким сержанта «Хастарлăхшăн» медаль парса чысланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне тивĕҫнисем: «Г. А. Ильенко ячĕллĕ «ЭЛАРА» наукăпа производство комплексĕн коллективĕ, «Автомобиль фургонĕсен комбиначĕ» АО генеральнăй директорĕ Сергей Иванович Васильев, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов, «Лента» АО генеральнăй директорĕ Роза Петровна Иванова, «Ятарлӑ ҫурт-йӗр лартакан «3 №-лӗ строительство тресчӗ» генеральнăй директорĕ Валерий Пименович Семенов, «Трансэнергопром» ПК генеральнăй директорĕ Елена Валентиновна Климашевская, «Етĕрне суту-илӳ ҫурчĕ» ТМЯО директорĕ Александр Николаевич Матвеев, «Ятарлӑ ҫурт-йӗр лартакан «Отделфинстрой» ТМЯО директорĕ Александр Сергеевич Черкунов, «ПĔРЛЕ» коммерциллĕ мар организацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Наталия Витальевна Колыванова, «АБС Электро» ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ Ирина Владимировна Харисова, Канаш муниципалитет округĕнчи ZOV ПАТРИОТА «ВСТАВАЙ СТРАНА» ушкӑнăн представителĕ Алексей Викторович Воскобойников, Красноармейски муниципалитет округĕнчи СВО ТРАК ЕН волонтерсен пĕрлĕхĕн ертӳҫи Алексей Николаевич Григорьев, «ZOV Чувашия» фонд президенчĕ Елена Александровна Ершова, Канаш муниципалитпет округĕнчи ZOV_ПАТРИОТА «ВСТАВАЙ СТРАНА» волонтерсен ушкăнĕн ертӳҫи Эдуард Леонидович Иванов, «Вăрмар районĕ» волонтерсен ушкăнĕн ертӳҫи Сергей Валерьевич Козлов, «ZOV ПОБЕДЫ» волонтерсен ушкăнĕн ертӳҫи Ирина Александровна Николаева, Ҫĕмĕрле хулинчи «ZА ПОБЕДУ» волонтерсен пĕрлĕхĕн ертӳҫи Андрей Михайлович Чуенков, Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Духовнăй управленийĕ.



23 июня 2023
12:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter