Чӑваш Енре ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне сăнаса тăма май паракан центр уҫӑлнӑ

Чӑваш Енре ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне  сăнаса тăма май паракан центр уҫӑлнӑ

 «Ятарлă  ҫĕнĕ тытăм ĕҫлеме пуҫларĕ.  Паллах, малалла лайăх ĕҫлетĕр тесен, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса йĕркелесе пымалла тăрăшмалла ҫĕнĕ  тытăмăн ĕҫне.  Кулленех ăна аталантарса пырассишĕн те тимлеме тивет», - тесе палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Центăрта тăрăшакансем пĕтĕмпех республикăри ҫул-йĕрсем ҫинчи ларăва тĕплĕн тишкерсе пыраҫҫĕ.  «Сăнаса пыни кăна ҫителĕксĕр, туххăмрах кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма пĕлни  паха.  Ку шăпах та, палăртнă центăрта вăй хуракансен тĕп тивĕҫĕсенчен тен пĕри шутланать те», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Ҫул-йĕр юхăмне сăнаса тăма май паракан центр, пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать.  Ăна Чăваш Республикин Транспорт министерстви ҫумĕнчи ҫул-йĕр юхăмне хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ĕҫлекен база ҫумĕнче йĕркелесе янă.  Кунта ҫĕнĕ ҫулсен проекчĕсене те хатĕрлеме пулĕ.  Ытларах хăш тĕлте машинăсен пăккисем пур, вĕсене сирсе яма кирлĕ пек йышăнусем тума та тен аванрах пуласси те никама та иккĕлентермĕ.   Чи кирли вара, ҫул-йĕр правилисене пăхăнса пынине тĕрĕслесси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.    Ку палăртнă ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрасси куҫ кĕретех пулĕ.

Паян, республикăри автомашина ҫулĕсен лаптăкĕсенче  «ăслă светафорсем» вырнаҫтарнă.  Вĕсем пĕтĕмпе тенĕ пек пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе ĕҫлеҫҫĕ.  Чылай территорисенче видео сăнавсем вырнаҫтарнă. Вĕсем пĕтĕмпех ҫул-йĕрсем ҫинче йĕркене пăхăнма хистеҫҫĕ.  Кăҫал планпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе «ăслă светофорсене» - 15 вырнаҫтарма плана кĕртĕ.  Палăртма кăмăллă, вĕсенчен улттăшĕ регионта ĕҫлет те.   Вĕсем туххăмрах йĕрке пăснă тĕслĕхсене шута илеҫҫĕ, йывăр тиевлĕ машинăсене те тупса палăртма май параҫҫĕ, ăнсăртран пулса тухакан пăтăрмахсемпе туххăмрах тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма витĕм кӳреҫҫĕ.

Федерацин ҫул-йĕр агенствин наци проекчĕсемпе ĕҫлекен Управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Денис Кирюхин ҫапларах каланă: « Программăна пурнăҫа кĕртсе пырассипе эсир ҫав тери пысăк утăм турăр.  Пурте пăшăрхантăмăр, еплерех ҫĕршыв шайĕнче проекта пурнăҫа кĕртес-ши тесе.  Ҫĕнĕлĕхпе эпир 2022 ҫулта ĕҫлеме тытăнтăр.  Пĕрремĕш кăтарту пурсăмăра та хавхалантарать.  Малалла ăнтăлас тесессĕн, федераци енчен укҫа-тенкĕ уйăрччăр тесе, ĕҫе малалла та анлăрах сарса прыни пĕлтерĕшлĕ».    

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов республикăри транспорт сервисĕсене аталантарса пыма май паракан центр пулса тăнине каланă.  «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, фото-видео сăнавсем е тата ытти ресурссене те вырнаҫтарнă ҫулсем ҫинчи хăрушсăрлăха сăнаса тăма.  Тепĕр тесен, обществăлла транспортсене сăнама ,  «ăслă светафорсем» мĕнле ĕҫленине курма меллĕ.  Ҫулсем ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп приоритетсенчен пĕри пулса тăрать.  Ҫулсем ҫинчи строительство ĕҫне сăнама, тĕрлĕ юсав ĕҫĕсемпе ҫыхăннă объектсенчи лару-тăрăва та ҫирĕп тĕрĕслевре тытма пулĕ.     Федераци бюджетĕнчен 185 млн уйăрнă ИТС тытăма пурнăҫа кĕртме.  Ҫитес икĕ ҫул валли тата 100 млн пăхса хăварнă».    

Шупашкарти автомашина ҫулĕсем ҫинче пĕтĕмпе ҫул-йĕр тĕрĕслевĕсене 55 вырăнта вырнаҫтарма плана кĕртнĕ: 127 транспорт детекторĕсене, 35 камера тата ытти хатĕрсене те.   Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пурнăҫласан, автомашина ҫулĕсем ҫинче пăкăсене сирсе яма пулăшĕҫ  ҫĕнĕлĕхсем.   Ĕҫсене пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пурнăҫлаҫҫĕ.    Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – приоритетлă ыйтусенчен пĕри, ҫавăнпа та палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене графика пăхăнса, ҫирĕп йĕркепе пунăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.   



23 июня 2023
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter