Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» регионта иртекен XXX-мĕш курава уҫнă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» регионта иртекен  XXX-мĕш курава уҫнă

ESG – кун йĕркин  ҫирĕп аталанмалли  принцĕпĕсене тĕпе хурса ҫĕнĕ модельсене йĕркелессине халалланă.  

Форумăн тӗп тĕллевĕсенчен пĕри – Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсене аталантармалли паха енсене  йӗркелеме вĕренесси.  Ҫавăн пекех вӑл Раҫҫейри регионсене ESG- кун йĕркине пурнăҫа кĕртме, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлемелли йĕркесене ҫĕнетсе пыма та пулӑшӗ.

Чăваш Енрен 34 компани тата Мускавран, Чул хуларан, Марий Элран килнисем пире хăйсен паха ҫĕнĕ таварĕсемпе паллаштарма кăмăл тунă.

Куравра вĕсен экспозицийĕсене виҫĕ секторта вырнаҫтарнă, паллă вĕсене пĕтĕмпех  ESG принцĕпĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.    

Environmental – «тăван тавралăх» (экологи енчен паха апат-ҫимĕҫ таварĕсем. Энергине перекетлеме май паракан  хатĕрсем);

Social – «социаллă сфера» (медицина,  вĕренӳ тата ЖКХ);

Governance – промышленноҫ, строительство,  ИТ, финанс, туризм, аталану институчĕсем.

Ярмăрккăна Чăваш Енри  предприятисем, аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисем хутшăннă.  Ĕç паракансем тĕрлĕ профессипе ваканси сĕннĕ. Çавăн пекех ĕç шыракансене професси шайне ӳстермелли е çĕнĕ специальноçа вĕренмелли майсем пирки, урăх региона ĕçлеме каякансене патшалăхран мĕнле пулăшу килни пирки ăнлантарнă, ытти ыйтăва хуравланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Регионсем – чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава пысăка хурса хакланă,  вăл юлашки ҫулсенче пысăк кăтартусемпе палăрнине асăннă.

«Питĕ кăсăклă проектсем кунта пĕтĕмпех. Уйрăмах промышленноҫ пайĕнче. Наукăра, агропромышленноҫ комплексĕнче те сахал мар ҫĕнĕлĕхсем пур.  Вĕсем пĕтĕмпех регионта пурăнакансем пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме пĕлнине ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  Эпир уйрăмах халăх сĕнĕвне шута илме тăрăшатпăр.   Предпринимательсен шухăшне  тĕпе хурса, хамăра кирлĕ пек таварсене туса кăларма тăрăшатпăр, тĕрлĕ пулăшу памалли майсене йĕркелетпĕр.  Малалла та ҫакăн евĕр ĕҫлесе пыма  вăй хурăпăр», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Чылай ҫĕнĕ пуҫарăва куравра хатĕрлесе тăратнă, тен вĕсенчен нумайăшне ҫитес вăхăтсенче пурнăҫа кĕртсе производствăсене хута ярăпăр.   Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», – тесе хушса каланă вăл. 

Трансэнергопром ГК пуласлăх офисĕпе паллаштарнă. Палăртмалла, объекта Чăваш Енĕн тĕп хулинче Карл Маркс урамĕнче хута яма плана кĕртнĕ. 

Трансэнергопром ГК генеральнăй директорĕ Елена Климашевская  сăмаха малалла тăснă май, халăх  ӳлĕмрен хăйсене кирлĕ пек пулăшăва тивĕҫес тесен, черете электронлă майпа  кĕтме пултарассине пĕлтернĕ, моноблоксенче  пĕтĕмпех хăйсене кирлĕ пек пулăшусемпе паллашма майсем пулассине те асăннă вăл.  

«Эпир паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан офиссене пурнăҫа кĕртсе пыратпăр.  Аслисем пирки те манмастпăр.  Тĕнчере пулса иртекен ҫĕнĕлĕхсене тепре чухне вĕсем ĕлкĕрсе те пыраймаҫҫĕ.   Ҫавна тĕпе хурса, эпир мĕнпур ĕҫсене комплекслă йĕркелесе пыма тăрăшатпăр.  Ҫĕрпӳ тата Канаш муниципалитет округĕсенче Раҫҫейĕн Социаллă фончĕпе пĕрле тăтăшах вĕренӳ семинарĕсене йĕркелесе пыратпăр.  Пирĕн специалистсем вĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ.  Мобильлĕ телефонпа усă курма вĕренсе пыраҫҫĕ,  интерактивлă сервиссемпе усă курма та хăнăхаҫҫĕ», –  тесе каланă Елена Климашевская.

Куравра  энергоцентр пуласлăхĕ пирки те каласа кăтартнă.  Ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурнăҫа кĕртме палана кĕртнĕ.  Вăл объект мĕнпур индустри паркне тивĕҫтерме пултарайрать. 

«АГРОМАШ» Завод» ТМЯО – Тракторсен завочĕн производство площадкисен пĕр пайĕ шутланать.    Вĕсем ял хуҫалăхĕнче усă курăнакан техникăсене тирпейлесе кăлараҫҫĕ,   АГРОМАРШ брендпа вĕсен таварĕсем ыттисем патне ҫитеҫҫĕ. Паянхи куравра АГРОМАШ 75ТК  тата АГРОМАШ 90ТК кустăрмаллă тракторсем тăратнă хатĕрлесе. 

«ЧЗСА» Шупашкарти завод 2023 ҫулта хăйсен таварсен калăпăшне ӳстерме палăртса хунă, вĕсен техникисем  СИЛАНТ брендпа  тирпейленсе  тухаҫҫĕ.   

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев СИЛАНТ Раҫҫей техникисемпе тĕплĕн паллашнă.  Предприятийĕн ертӳлĕхĕпе Беларусь Республикипе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси пирки ыйтăва сӳтсе  явнă.

«Иртнĕ ҫултанпа предприяти импорта улăштарассипе ятарлă программăпа ĕҫлесе пырать.  Эпир Беларусь Республикипе тачă ҫыхнса ĕҫлеме, пĕрлехи проектсене  пурнăҫласси пирки те калаҫса килĕшрĕмĕр.  Иннопром – 2023 куравра  килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме хатĕр.   Виҫĕ енлĕ килĕшĕве Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕ, «УКХ «Минский моторный завод» тата «ЧЗСА» алă пусса ҫирĕплетет.    Документ 2023-2027-мĕш ҫулсенче 2000 кая мар таварсем тăратма май парĕ, хаксене те шайлашуллă тытса пыма витĕм кӳрĕ, пĕрлехи ĕҫсене ҫĕнĕ форматпа йĕркелесе пыма  пулăшĕ.  Республикăра производствăн калăпăшне ӳстерме май парĕ», тесе каланă Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕн генеральнăй директорĕ Александр Дмитриев. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Беларуҫ Республикин партнерĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли документа алă пусса ҫирĕплетни – инфратытăма модернизацилеме, ҫĕнĕ производствăсем хута яма витĕм кӳрессине асăннă.

Ҫĕнĕлĕхсем те ҫук мар.  Калăпăр, Чăваш Енĕн предприятийĕсем кефир  туса кăлармалли производствăн ĕҫ-хĕлне вĕренес шухăшлă.  Вĕсен паха ĕҫ опычĕ уйрăмах пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулассине шанса каланă.      «Беларуҫ Республикинче Минскра ĕҫлĕ визитпа пулнă май, кефир таврашне хутăшла хăяр тата тĕрлĕ симĕс ҫимĕҫ ярса пуянлатнине асăрхарăмăр.  Паянхи куна калас пулсан, ҫапла тума документсене хатĕрленĕ, вăл тавара тирпейлесе кăларма сертификата тивĕҫнĕ.    Таварсене тирпейлесе кăларма пуҫласан, халăх патне илсе ҫитерме тăрăшăпăр.  «Белоусовых» павильонĕсенче паха таварсене туянакансем валли хатĕрлесе тăратма шутлатпăр. Чăваш Енре пурăнакансене ку ҫĕнĕлĕх килĕшессине те шанатпăр», тесе ырă хыпара пĕлтернĕ  Белоусовы ИП представителĕ.

 Чăваш ЕН Пуҫлăхĕ Олег Николаев вĕренӳ, наукăпа производствăра пысăк ҫитĕнӳсем пулса пыни пирки чарăнса тăнă.  Халăхăн ырлăхĕ, экономика ӳсĕмĕ пĕтĕмпех вĕсенчен те чылай килнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

   И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ экономикăри проектсемпе паллаштарнă. Экологи енĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă, пилотсăр трактор епле  ĕҫленине пĕлтернĕ. VR-очкипе виртуаллă майпа аслă шкулпа тĕплĕн паллашма май пурри ҫинчен те каласа кăтартнă хăнасене. 

Чăваш патшалăх аграри университечĕн те пысăк ҫитĕнӳсем пуррине асăрханă ерӳҫĕсем, искусственнăй интеллект ăнлав талпăнсах пурнăҫа кĕрсе пынине пĕлтернĕ вĕсем.  «Уйрăмах ветеринари енĕпе ĕҫлекенсене валли ҫĕнĕлĕх  пулĕ.  Шанатпăр, пуласлăхра кăтартусем тата та ырă енне улшăнса пырассине», – тесе каланă вĕсем.

Чылай ҫĕнĕлĕхсем пурнăҫа кĕртме палăртаҫҫĕ аслă шкулта.  Калăпăр, хăмла лартса ҫитĕнтерессипе те ҫĕнĕлĕхсем пулĕҫ.  «Эпир кăҫал хăш-пĕр сортсен йышне ҫĕнетсе, чи лайăххисене кăна упраса хăварма тĕллев лартрăмăр,  5-шне  ҫĕнетрĕмĕр.  Вĕсем тымарсем те яма пуҫланă.  Пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ.  Пĕтĕмпех палăртса хунисем пирĕн пурнăҫа кĕрессине те пĕлсех тăратпăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев



23 июня 2023
19:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter