Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ яшсемпе хӗрсем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх вӑл — кашни ҫын пурнӑҫӗнчи илемлӗ тапхӑр тата ҫӗнӗ пӗлӳ  патне ăнтăлмалли вăхăт.

Ҫамрӑксене пулӑшас ĕҫе эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр.

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче ҫамрӑксен политикине яш-кĕрĕмпе  пӗрле  лайăхлатса пытăмăр,  малалла та ҫаплах пулĕ.

 Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен ҫамрăксемпе ĕҫлекен  советникӗсен институтне туса хутăмăр. Ку вӑл Раҫҫей шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ҫамрăксен професси шайне  ӳстерме,  вĕсене  валли спортпа туслашма, юратнӑ ӗҫе тупма е  хăйсен ӗҫне уҫма, ҫурт-йӗр туянма, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстерме  мĕнпур условисем  йĕркелетпĕр.

Вĕсене валли  тĕрлĕ грантсем пур, конкурссем ирттереҫҫӗ. Аталану стратегийĕсемпе программăсем, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшмалли тата ытти механизмсем аван ĕҫлесе пыраҫҫĕ. 

Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем пултаруллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ пулнишĕн тата халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан йӑли-йӗрки ҫинче тивӗҫлӗ воспитани илнишĕн мӑнаҫланатпӑр.

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен  тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе  Раҫҫейӗн ҫӗнӗ территорийӗсенче пурӑнакансене пулӑшакан ҫамрăксем уйрӑмах пысӑк тав сӑмахĕсене тивӗҫ.

Сире пурне те вӗренӳре тата ӗҫре ӑнӑҫусем, ҫӗнӗ пӗлӳпе опыт, ҫирӗп сывлӑхпа  лăпкăлăх сунатӑп.  Пуласлӑхӑр ҫутӑ пулӑмсемпе тата кăсăклă  пуҫарусемпе тулли пултӑр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                   Олег Николаев



24 июня 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter