Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Сире Республика кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак кун пирӗнтен кашниншӗнех хӑйне евӗр,  пӗлтерӗшлӗ кун.

Тӑван Чӑваш Ен – наци йӑли-йӗркипе мӑн асаттемӗрсен ӑс-хакӑл еткерлӗхӗ типтерлӗн сыхланса упранакан, расна тӗне ӗненекен тӗрлӗ халӑх ҫыннисем туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ.

Эпир пурте республикӑн хальхи пурнӑҫӗпе унӑн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, кашнин пултарулӑхнех туллин уҫса пама пулӑшакан  лайӑх майсем йӗркелетпӗр, экономикӑпа промышленноҫ вӑй-хӑвачӗн, ял хуҫалӑхӗн ӳсӗмне тивӗҫтеретпӗр, социаллӑ сферӑна аталантаратпӑр.

Пирӗн мухтанмаллисем пур, вӗсенче – кашнийӗн тӳпи – республикӑн хаклӑ ҫыннисем!

Паянхи тулӑх пурнӑҫӑн ҫирӗп никӗсне хывнӑ ветерансене – уйрӑм тав сӑмахӗсем. Эсир – Чӑваш Ен чунӗ, унӑн вӑйӗпе тӗрекӗ.

Пирӗн ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем вӑйсене пӗрлештернинчен, килӗштерсе ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшса тата хавхалантарса пыма пӗлнинчен килеҫҫӗ.

Чӑваш Ен малалла та кал-кал аталантӑр, пирӗнтен кашниех пурнӑҫра малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма пултартӑр.

Уяв ячӗпе! Юратнӑ Чӑваш Ен кунӗпе!

 

 Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                 Олег Николаев



23 июня 2023
07:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter