Халӑха социаллӑ хӳтлĕх памалли ҫӗнӗ офис Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ

 Республика кунĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ  Шупашкарти халăха социаллă хӳтлĕх паракан уйрăмĕн ҫĕнĕ офисне ҫитсе килнĕ.

Центрта «пӗр чӳрече» принциппа сывлӑх енчен хавшак граждансене, ветерансене, ачаллӑ ҫемьесене йышӑнмалли  пӳлĕмсене, ҫавӑн пекех социаллӑ контракт ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен компетенцисен центрĕ валли те условисем туса панă.

 «Социаллă пулăшу памалли формĕсене кулленех ҫĕнетсе улăштарса пыма тăрăшатпăр. Пулăшу  ĕҫĕсен спекторне  анлăлататпăр.   Ҫĕнĕ йышши технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, халăхăн пурнăҫ условийĕсен шайне лайăхлатса пыма тăрăшатпăр.  Чи кирли – туххăмрах кирлĕ пек пулăшусемпе ҫынсене тивĕҫтересси.  Пирĕн пулăшусене тивĕҫес текенсене хăтлă условисем йĕркелесе парасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Паянхи пурнăҫ таппинче пурне те тимлĕх уйăрма тăрăшмалла. Ачаллă ҫемйесене, ваттисене,Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлесе ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене те кулленех тĕрев пама пĕлмелле», – тенĕ вăл.  

Ҫĕнĕ тин ҫеҫ хута кайнă центăрта   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансен мăшăрĕсемпе, тăванĕсемпе тĕл пулнă.  Патшалăх енчен куҫакан  пулăшăва вăхăтра тивĕҫтернипе тивĕҫтерменни ҫинчен те ыйтса пĕлнĕ вĕсенчен регион Ертӳҫи.  Кăлтăксем пулнипе пулманни пирки те кăсăкланнă вăл. Пĕр сăмахпа каласан, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхӗ пирки чарăнса тăнă.    

Паллă кун ҫамрăк 11 ҫемйене, пĕчĕк пепекеллĕ пулнă ятпа саламланă,  Чăваш Енĕн сумлă парнине парса хавхалантарнă.  

Хăнасем мероприятинче тĕрлĕ куравсемпе паллашнă.  Хăй вăхăтĕнче, хăшĕ-пĕрисем, пуҫаруллисем хăйсен ĕҫне йĕркелесе яма патшалăх енчен пулăшăва тивĕҫнĕ, социаллă контракта алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Вĕсен ĕҫ-хĕлĕпе те кĕскен паллашнă курава пухăннисем.  

Куравсенче ҫĕвĕҫ производствипе, сăн ӳкерчĕксене сăнарлассипе, пылак апат-ҫимĕҫе харпăр хăй саккассĕсемпе хатĕрлессипе, ачасемпе аслисене хушма пĕлӳ парассипе йĕркеленĕ тата ытти  проектсем тĕп вырăнта пулнă.      



24 июня 2023
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter