Шупашкарта иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ республикăри экспортăн пуласлăхĕ пирки каласа кăтартнă

Шупашкарта иртекен экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ республикăри экспортăн пуласлăхĕ пирки каласа кăтартнă

«Экспорт теми ҫав тери пĕлтерĕшлĕ,  вăл уйрăмах экономикăна, промышленноҫпа производство вăй-хăватне ӳстерсе пыма чылай витĕм кӳрет.    Производствăпа промышленноҫа вăй илтерсе аталантарнă май, экспорт ҫине пысăк тимлĕх уйăратпăр, таварсен пахалăхне ӳстерсе пырассишĕн те  ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр, тĕнче стандарчĕсемпе таварсем тӳр килсе тăччĕр тесе тăрăшатпăр.  Хамăрăн ĕҫсенче шăпах та, ҫак тĕп критерисене палăртса хăвартăмăр та.  Паян тĕнчере пулса пыракан ҫĕнĕлĕхсене шута илетпĕр, чи лайăх трендсемпе ĕҫлеме пикенетпĕр.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ тата РФ Правительстви палăртакан тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми  вăй хуратпăр.     

Пĕлтĕр экспорт ĕҫ-хĕлĕнчи стандартсене ҫирĕплетнĕ. Вĕсене хакламалли критерисем те ҫук мар.  Кашни регионăн ҫитĕнĕвĕсене пăхса тухса тивĕҫлĕ кирлĕ пек йышăнусем туса хăвараҫҫĕ.  Ĕнер кăна питĕ лайăх хаклав пирки пĕлтĕмĕр, РФ Правительствин критерийĕсене тĕпе хурса, пирĕн ĕҫсене тишкернĕ.   

Виҫĕ ҫул хушшинче эпир сирĕнпе пысăк ĕҫсем пурнăҫларăмăр. Хамăрăн ĕҫсен йĕркисене ҫĕнетсе улăштарнă.  Чăваш Республикин Правительстви ют ҫĕршыв партнерĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тытăнчĕ.    Чăваш Республикине юлашки виҫĕ ҫул хушшинче 30 ытла делегаци ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе килсе кайрĕ.  Палăртма кăмăллă, кăҫал ҫур ҫул хушшинче 10 делегаци пирĕн региона килсе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас тĕллевпе уҫă калаҫусем ирттернĕ.  Кун пек  тĕлпулусене ӳлĕмрен те пурнăҫласа пырăпăр, умри пысăк тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшăпăр.

Таварсене экспорта куҫарас ĕҫе федераци центрĕнчен те сахал мар пулăшу куҫать. Экспорт центрĕн витĕмлĕхĕпе вак тата вăтам предпринимательлĕх сфери те кирлĕ пек шайра вăй илсе пырать.  Ку тĕлĕшпе кăтарту хăпарни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать пулĕ.

Таварсен калăпăшĕпе пысăк предприятисем малтанхи пекех ҫӳллĕ шайра тăраҫҫĕ. ИТ, агробизнес сферăра ĕҫлекенсен ӳсĕмĕсем те куҫ кĕретех.  Таварсене тирпейлесе кăларакансен кирлĕ пек мĕнпур хатĕрĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре пулни те паха.  Вĕсене ытти ҫĕршывсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  

Пĕлтĕр экспортсен канашĕн ĕҫне пуҫарса янă хамăрăн республикăра.  Кунта паллă, вак тата вăтам предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансем хапăл тусах ĕҫе кӳлĕнчĕҫ.  Тепĕр тесен, туххăмрах хăш-пĕр ҫивĕч ыйтусемпе тивĕҫлĕ мерăсем те йышăнса хăварма аван.  

Экспорт ĕҫ-хĕлĕн стратегине хатĕрлес ĕҫ малалла пырать.  Кăҫалхи тĕп тĕллевсенчен пĕри  – ĕҫ хутне тишкерсе тухса, ҫирĕплетесси.  Кирлĕ пек мероприятисемпе хастартарах ĕҫлемелле.  Таварсене экспорта куҫарассипе тăрăшакансене хăтлă условисем туса памалла.  Хаксемпе таварсен пахалăх шайĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе тăни аван. Кун пек чухне тавара хапăл тусах йышăнасси те куҫ кĕретех пулĕ.    

Таварсем лайăх сутăнсан, производствăн вăй-хăвачĕ те ӳссе пырĕ. Импортпа экспорт ăнлавсем пирки калас пулсан, паянхи куна илсен импорт чылай нумайрах экспортран.  Ку  кăтарту, пĕлтĕр лайăх сисĕнчĕ. Калăпăр, 2020-2021 ҫулсенче экспорт туххăмрах импорта хуса ҫитрĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Пĕлтĕр вара, самай импорт ӳссе кайрĕ, экспорт куҫ кĕретех чакса ларчĕ.  Паллă, экспорт йывăрлăха  кĕрсе ӳкрĕ.

Кăҫал Чăваш Енре лару-тăру уҫăмланчĕ тесен те тен йăнăшах мар пулĕ, кăтарту 44 процента ӳсни те ҫакнах ҫирĕплетет.   Пысăк технологиллĕ таварсене тирпейлесе кăларни, тĕнче стандарчĕсене пăхăнса, пахалăха ӳстерни ҫĕнĕ рыноксене тухма та витĕм кӳчĕ.  Ҫитес тепĕр ик-виҫĕ ҫултанах кăтартусем тата лайăхрах пулса пырасси те никама та иккĕлентермĕ.

Экспорта тухма йывăррине туйса, хăш-пĕр предприятисемпе организацисем хăйсем тирпейлесе кăларакан таварсене хамăр тăрăхра хăварма пикенеҫҫĕ, ку та экспорт ӳсĕмне чакарать.  Ĕҫсене тарăн тишкермелле, мониторинг туни те вырăнлă пулĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви экспорта аталантарма, таварсене ҫĕнĕ рыноксене вырнаҫтарма пысăк витĕм кӳрет.   Ази, Казахстан ҫĕршывĕсене те кулленех таварсене куҫарсан аван.  Енчен те палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулса пырсан, кăтарту лайăх енне куҫса пырасси пĕрре те иккĕлентерместь», – тесе ҫапларах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   



24 июня 2023
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter