Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансемпе хӑнасене Республика кунӗпе ăшшăн саламланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансемпе хӑнасене Республика кунӗпе  ăшшăн саламланă

Хӗрлӗ тӳремре уяв концерчӗ иртнӗ, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта пурӑнакансемпе хӑнасене Республика кунӗпе саламланӑ.

«Хисеплӗ ентешсем, республика хӑнисем! Паян эпир Чӑваш Енĕн тĕп уявне – Республика кунне паллӑ тума, иртнӗ ҫула пӗтӗмлетме Хӗрлӗ тӳремре пуҫтарăнтăмăр. Пӗлтӗр  эпир чылай  мероприяти плана кĕртнĕ, вĕсене пурне те тенĕ пекех пурнӑҫланă. Ҫитӗнӳсемпе, кӑтартусемпе эпир мăнаҫланма пултарайратпăр.  Пур-ха хальлĕхе татса парайман хăш-пĕр ыйтусем те. Федераци эксперчӗсемпе  вăл ыйтусене пĕтĕмпех сӳтсе явнă, ятарлă йышăнусем туса хăварнă», – тенĕ Пуҫлăх уява пухăннисене саламланă май.

«Уяв вӑл – юрӑ-ташӑ кӑна мар, вӑл пирӗн пурнӑҫӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑрать. Эпир «Раҫҫей ҫăлкуҫĕсем», «Культура диалогĕ» тата пирӗн йӑла-йӗркесене пăхăнса ирттерекен мероприятисене яланах кăмăл тусах йышăнатпăр.  Эпир пуласлӑха хамӑрӑн йӑла-йӗркесене тата мӑн асаттесен халалне тӗпе хурса  йĕркелесе пыма тăрăшатпăр.  Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май эпир унӑн ӑс-хакӑл халалне аса илетпӗр, унӑн шухӑшӗсем паян мӗн тери тарӑн та актуаллӑ пулнине ӑнланатпӑр. Ҫак кунсенче республика хӑнасене нумай йышӑнчӗ. Республикӑри кашни хӑнан кӑмӑлĕ уҫă пуласса, ӳлĕмрен те вĕсем пирĕн тăрăха килессине те шансах тăратпăр», – тенĕ вăл.  

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  тĕрлĕ наци халăхĕпе пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнма чĕнсе каланă. «Пĕрле пулсан, пире нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар.  Пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлесен, ҫитĕнӳ пулассине те пĕлсех тăратăп», –  палăртса каланă Ертӳҫĕ сăмаха  пĕтĕмлетнĕ май.   



26 июня 2023
11:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter