Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ача-пӑча тӳремĕсене тӑвас тата вӗсене хута ярас ӗҫе тӗрӗслесе тӑмалли тытăма йӗркелеме чĕнсе каланă

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ача-пӑча  тӳремĕсене тӑвас тата вӗсене хута ярас ӗҫе тӗрӗслесе тӑмалли тытăма йӗркелеме  чĕнсе каланă

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе кашни эрнере  ирттерекен ĕҫлĕ планеркӑра палăртса каланă.  Ачасем валли  вӑйӑ тӳремӗсем хатĕрлес ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытмалла, ĕҫ хучĕсене ҫивĕч йĕркесене пăхăнса хатĕрлемелле.  Пĕр сăмахпа каласан, ачасен площадкисенче хăрушсăрлăха ҫирĕп пăхăнмалли, йĕрке тени малти вырăнта пулмалли пирки чĕнсе каланă вăл.  

«Стандартлă документсене хатĕрлемелле.  Ачасен площадкисене пурнăҫа кĕртме май паракан йĕркесене тĕпе хумалла.  Ятарлă специалистсене явӑҫтармалла, шăпах та, вĕсен мĕнпур ыйтусене асăрхавра тытса пымалла. Саккунсен базине пăхăнмалла.  Администрацисен пуҫлăхĕсен хăйсен территорийĕсенче ыйтусене тĕп йĕркесене шута илсе, кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пыма тăрăшмалла.  Ытти ҫивĕч ыйтусенчен пĕри –  тавралăха тирпей-илем кĕртесси. Кун пирки те манма юрамасть», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 

Аса илтеретпĕр, Патăрьел муниципалитет округĕнче инкек пулнă, ҫул ҫитмен ача сусăрланнă.        

 



27 июня 2023
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter