Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ

  Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ларăвĕнче  пухăннисем 2023 ҫулхи деклараци компанийĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ,  ҫавăн пекех сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсенчи коррупци тĕлĕшĕнчен профилактика ĕҫĕсене епле йĕркелесе пынине  пăхса тухнă.

Коррупци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Управленийĕн ерӳҫи Петр Куприн сăмаха малалла тăснă май, кашни ҫулах харпăр хăй тупăшĕсем пирки ҫирĕплетекенн ĕҫ хутне 552 ҫынăн, вĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пуҫлăх тивĕҫне контракта тĕпе хурса  пурнăҫласа пыракнансем, муниципаллă должноҫе йышăнакансен кирлĕ пек органсене документа тăратмаллине асăннă.  Вĕсенчен муниципалитет тата хула округĕсенче тăрăшакан виҫĕ депутат, хальхи вăхăтра вĕсем ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫлама хутшăнаҫҫĕ, документсене тăратма ĕлкĕрейменнине палăртса хăварнă.  Кунсăр пуҫне, тăватă депутатăн харпăр хăй ирĕкĕпе ыйтса ҫырнă хыҫҫăн полномочийĕсем пăрахăҫланнă май, тупăшсем пирки ĕҫ хучĕсене паманнине пĕлтернĕ.    

Граждан служащийĕсем – 965, вĕсен кашни ҫул харпăр хăй тупăшĕсем пирки документсене хатĕрлесе памалла. Вĕсенчен 888-шĕ палăртнă тĕллеве пурнăҫланă,  70-шĕн ĕҫрен хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнă пирки,  документа тăратасси прахăҫланнă имĕш.   

Хальхи вăхăтра Управлени мĕнпур палăртнă ыйтусемпе тарăн тишкерӳ тăвать, документсене ҫирĕп йĕркепе пăхăнса пурнăҫланине тĕрĕслет.  Ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 154 документа пăхса тухнă, ҫитменлĕхсене те тупса палăртнă.  Петр Куприн Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн, тупăшсем пирки калакан пĕтĕмлетӳсене официаллă майпа Интернет ярăмĕнче пичетлесе кăлармаллирне палăртнă. Пур-пĕрех хăш-пĕр патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче официаллă сайтсенче кирлĕ пек хыпарсене вырнаҫтарманнине те асăннă вăл.  

Хăш-пĕр тĕслĕхсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă анлă канашлăва пухăннисем. Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансемпе профилактика ыйтăвĕсене пăхса тухма, кăлтăксем кăларса тăратма юраманнине асăрхаттарнă.  Сипленме пыракансенчен пачах та, парнесем  илме юраманнине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă. Саккунсене пăхăнмасан, йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, явап тыттарасси те часах пулĕ тесе палăртнă ертӳҫĕсем.

Право хуралĕсенчен  йĕрке пăснисем пирки пухăнакан хыпарсене тарăн пăхса тухма чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Халăхпа ыйтăм йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл кăтартусене те анлăн тишкермеллине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Цифра витĕмлĕхне тĕпе хурса, ĕҫсене йĕркелесе пынин пĕлтерĕшĕ те пысăк пулассирне тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

 Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ларăвĕнче ЧăвашРеспубликин прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕн сферинчи ĕç-пуçа лайăхлатма  сĕннĕ.

Вăл палăртнă тăрăх, 2020 çулта республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче коррупципе çыхăннă 31 преступление  тупса палăртнă. Пĕлтĕр  кăштах сахалтарах. Кăçал вара пилĕк уйăх çурăрах çак кăтарту ӳсни сисĕнкелет тенĕ вăл.  Тухтăрсенчен  нумайăшĕ укçашăн саккунпа урлă пулма хатĕррине  палăртнă ведомство ĕҫченĕ. Сăлтавсенчен пĕри, ун шучĕпе, сывлăх сыхлавĕн  тытăмĕнче ведомство тĕрĕслевне кирлĕ пек йĕркелеменни тен.

Чăваш Республикин Прокуратуринче тăрăшакансем сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче вăй хуркансен ĕҫне тарăн тишкерӳ тунă.  Ытларах чухне, врачсем е тата пĕр-пĕр уйрăмсен заведующийĕсем час-часах чирлисенчен парнесем илни сисĕнкелет тесе палăртаҫҫĕ вĕсем.    Тепре чухне, ҫамрăксем ҫар тивĕҫне пурнăҫлама каяс мар тесе, тухтăрсенчен суя документсем илме тăрăшасшăн. Ку паллах, йĕркене пăсни шутланать. Енчен те кун пек тĕслĕхсене тупса палăртсан, явап тыттарасси часах пулĕ. Пурин те саккунсене пăхăнмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук. Кун пирки  пачах та манма юрамасть.  

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви тăтăшах йĕрке пăсма пултарассинчен хăйсен ĕҫченĕсене тивĕҫлĕ асăрхавра тытать.   Халăх ҫăхавĕсене пĕтĕмлетӳ туса пынă май, пур-ха хăш-пĕр ҫитменлĕхсем теҫҫĕ ятарлă специалистсем. Вĕсене пĕтерессипе пурин те тимлĕ ĕҫлемелле, пĕрне-пĕри кулленех асăрхаттармалла, йĕрке пăсассинчен сыхă тăмалла, пурин те яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлесе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.



28 июня 2023
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter