Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă паттăрсене халалласа Шупашкарта палăк уҫĕҫ

Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă паттăрсене халалласа Шупашкарта палăк уҫĕҫ

 Пулас мемориала Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн аял  пайне вырнаҫтарма палăртнă.  Территори Атӑл юхан шывӗ енчен лайăх курăнать.

  «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  чысласа  тума палӑртнӑ  палӑкӑн чулне хуратпăр. Малалла архитектура формине, композици мелне суйласа илмелле те ҫак проекта чи кӗске вӑхӑтра пурнӑҫламалла. Салтаксен паттӑрлӑхĕпе хӑюлăхне сӑнарлакан объект пулĕ вăл. Кунта чӑваш каччисен ҫапӑҫури паттӑрлӑхне тата вӗсем ҫӗршыв суверенитетне хӳтӗлес ӗҫе  пысăк тӳпе хывнине кӑтартакан сӑваплӑ  вырăн пултăр», -  тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енĕн тĕп хулинчи «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркне Тӑван ҫӗршывăмăршăн паттăррăн ҫапăҫнӑ ентешсене чысласа хута янă.

Мемориал проектне архитектурӑпа ӳнер конкурсӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хатĕрлĕҫ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  тата вĕсен  ҫемйисен членӗсене патшалăх енчен  комплекслă пулăшу пулассине палăртнă республика Пуҫлăхĕ.

 «Ҫакă республикӑшӑн хумхануллӑ та историллĕ пулăм пулса тăчĕ.  Паян ҫӗршыва хӳтӗлекен ентешсен паттӑрлӑхӗ нумай ӑрушӑн тӗслӗх шутланать.  Ҫӗршывăмăр умӗнче тӑракан тĕллевсене пурнăҫлама пулӑшас шутпа ятарлă ҫар операцине хутшăнма  шутларăм.  Манпа пӗрле пирӗн ентешсем ҫула тухма килĕшрĕҫ. Вĕсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи, ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннисем тата десантниксем.  Эпир пӗрле ҫар ретне тăрăпăр.  Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулассине пĕлсех тăратпăр. Пурне те ырлӑх-сывлӑх, тӑнӑҫ пурнăҫ, ҫутă та таса тӳпе сунатӑп», - тесе каланă РФ Геройĕ Евгений Борисов.

 



28 июня 2023
15:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter