2023 ҫулта ҫуртсене тĕпрен юсама палăртнă плана нумай хваттерлĕ тепĕр 12 ҫурта кĕртнĕ

 2023 ҫулта ҫуртсене тĕпрен юсамалли программăна нумай хваттерлĕ тепĕр 12 ҫурта кĕртнĕ.  Вӗсем Ҫĕрпӳре,  Шупашкар муниципалитет округĕнче, Ҫĕмĕрле, Канаш, Ҫĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче вырнаҫнӑ.   Ҫав хушма объектсене укҫа-тенкĕпе пĕлсе усă курнине кура тата ăна май пур таран перекетлеме пултарнăран плана кӗртсе хăварма май килнĕ.

Нумай хваттерлĕ пилĕк ҫуртра юрăхсăра тухнă лифтсене тĕпрен улăштарса ҫĕнетме тĕллев лартнă.  Пĕтĕмĕшле республикăра ҫуртсенче лифтсене тĕпрен юсама палăртнă кăтарту 74-ран,  88-а ҫитнĕ.  Ҫиччĕшĕнче инженери тытăмне ҫĕнетме тĕллев лартнă.  

Ҫĕнĕлĕхсем пирки калакан документа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухса йышăнса хăварнă. 

Регионти лифтсене юсаса улăштарма республика хыснинчен  2023 ҫул валли пĕтĕмпе 197,2 млн тенкĕ уйăрнă.  

РФ Федераци Канашĕн комитечӗн анлă ларăвĕнче Чăваш Республикинче 1774 лифта юсаса ҫĕнетес ыйтăва пăхса тухнă, ҫав ĕҫсене 2025 ҫул тĕлне тĕпрен туса пĕтерме плана кĕртнĕ.  Ыйтăва РФ Федераци Канашĕ тӗплӗн тишкерет.



29 июня 2023
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter