Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсем тата ветеранĕсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Потребительсен кооперацийӗ ҫӗршыв экономикине яланах пысӑк тӳпе хывнӑ та, хывать те. Вӑл ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелет, ҫынсене хӑйсен таварне туса кӑларма тата ӑна вырнаҫтарма пулӑшать, пӗчӗк  ялсемпе аякра вырнаҫнӑ ялсене пулӑшу кӳмелли социаллӑ тивӗҫе пурнӑҫлать.

Чӑвашпотребсоюз – пирӗн стратегилле ӗҫтеш. Ӑна йӗркеленӗренпе 130 ҫул ҫитрӗ. Кашни ҫулах вӑл Раҫҫейри малти вырӑнсене йышӑнать.

Шкулти апатланӑва централизацилемелли пилотлӑ проекта пурнӑҫлама хутшӑнса Чӑвашпотребсоюз тухӑҫлӑ хутшӑну енӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтартать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, йӑла-йӗркене тата хӑй евӗрлӗхе типтерлӗн упраса, эсир халичченхи ҫитӗнӳсемпе кӑна лӑпланса лармастӑр. Ӗҫ-хӗлӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене уҫатӑр, суту-илӳре тата обществӑлла апатлану сферинче ҫӗнӗ мелсене ӗҫе кӗртетӗр, хӑвӑр производствӑна аталантаратӑр.

Ӗҫе юратнӑшӑн тата кооперацие чунтан парӑннӑшӑн сире пурсӑра та тав тӑватӑп! Ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                       Олег Николаев

 



01 июля 2023
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter