Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври «Сокольники» паркра «Акатуй-2023» фестиваль иртет

Хаклӑ туссем!

Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗтӗм ентешӗмӗре, пирӗн халӑх тусӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври  «Сокольники» паркра иртекен «Акатуй-2023» фестивале йыхравлатпӑр.

Акатуй халӑхӑмӑрӑн чи сумлӑ уявӗсенчен пӗри, вӑл ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленнине палӑртать.

Сирӗнпе пӗрле чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе тараватлӑхӗнчен хавхаланса  тӗлӗнӗпӗр. Уяв программи  наци культурипе, йӑли-йӗркипе, искусствипе, наци кухнипе, спортпа, Чӑваш  Ен ал ӑстисен тӗлӗнмелле ӗҫӗсемпе паллаштарать. 
Эпир сирӗнпе тӗл пулма яланах хавас!



29 июня 2023
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter