Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тăрăхĕнче спорт инфратытăмне пуянлатакан объектсене уҫнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тăрăхĕнче спорт инфратытăмне пуянлатакан объектсене уҫнă

«Чӑваш Ен спорт инфратытăмне аталантарассипе ҫӗршыври чи лайăх ĕҫлекен виҫӗ регион йышне кĕрет. Эпир паян уҫнӑ виҫӗ объект Каҫал ен муниципаллӑ округӗн  инфратытăмне тата та лайăхрах пуянлатать.  Апла пулсан, спорт енĕпе массӑллӑ мероприятисем ирттерме,  сывă пурнăҫ йӗркине тытса пыма,  пысăк спорта ӑнтӑлма тĕрлĕ майсем пур»,  – тесе каланă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫулран ҫул Раҫҫей Федерацийӗн спортăн тĕрлĕ енĕпе малти вырăна тухни, Федерацин пĕрлештернĕ ушкăнĕнче пирĕн спортсменсем йышлăн пулни те  ҫакнах ҫирĕплетет.

«Виҫӗ ҫул каялла Федерацин пĕрлештернĕ ушкăнĕнче пирĕннисем 175 ҫын пулнӑ пулсан, 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 239 спортсмена ҫитнĕ.  Спортӑн базӑллӑ тӗсӗсен шучӗ виҫӗ ҫул хушшинче икӗ хут ӳсрĕ: 13-рен 25 ҫитрĕ.  Ҫакӑ  спорта аталантарма федераци енчен укҫа-тенкĕне тивĕҫме, республика спорчĕн хушма вăй-хăватне ӳстерме витĕм кӳрет», – тенĕ вăл.

Чӑваш Енре виҫӗ ҫул хушшинче  футболла вылямалли 15 уй хута янине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кĕҫĕн-Ҫӗрпӳел ялӗнче «Кĕтне» ҫамрӑксен спорт шкулӗнче  спорт залне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫăлнă.  Нумай ҫул  хушши шыв, электричество, хутса ăшăтмалли тытăм юрăхсăра тухнă, объект пăрахăҫланнă пулнă.

2023 ҫулта спорт залӗн пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме республика хыснинчен 7, 4 миллион тенкӗ ытла субсиди  мелĕпе тĕрев парса пулăшнă, 565 пин тенкӗ муниципалитет бюджетӗнчен куҫарнă.  Объекта тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ. Хальхи вӑхӑтра спорт залӗнче спортпа туслашма  мĕнпур услови туса панӑ.  Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта физкультура урокĕсене йĕркелесе ирттереҫҫĕ.

Кĕҫĕн-Ҫĕрпӳел салинче тата тепĕр спорт объектне хута янă.  «Демографи» наци проектне тĕпе хурса, «Спорт – пурнăҫ норми» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн ăна хăпартса лартнă.    Пысăках мар объекта, ГТО нормисене пама питĕ меллĕ.  Спорт хатĕрĕсене туянма, объекта ҫĕклеме пурĕ консолидированнăй бюджетран 3,9 млн, Федераци бюджетĕнчен 2,9 млн, республика хыснинчен 0,9 млн,  муниципалитет бюджетĕнчен 0,1 млн уйăрнă.      

2019 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен «Спорт – пурнӑҫ норми» федерацин проектне пурнӑҫланӑ май, Чӑваш Республикин территорийӗнче физкультурӑпа спорт комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫлама 23 спорт площадкине тунă. Вĕсем: Улатӑр, Йӗпреҫ, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай, Вӑрнар, Куславкка, Вӑрмар, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Элӗк, Канаш, Етӗрне Сӗнтӗрвӑрри территорийӗсенче. Чӑваш Республикин территорийӗнче «Спорт – пурнӑҫ норми» федераци проекчӗн программине туллин пурнăҫа кĕртнĕ.

Комсомольски салинче ҫӑмӑл атлетика  енĕпе спорта туптамалли тата футболла вылямалли уя туллин хута янă. Ҫӗнӗ объекта адреслă инвестици программипе килĕшӳллĕн «Кĕтне» ҫамрӑксен спорт шкулӗн бази ҫумĕнче туса лартнă.  Объектăн лаптӑкӗ 10, 447 пин тӑваткал метрпа танлашать. Ӑна тума республика хыснинчен 29, 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫӗнӗ стадион ҫынсене спортпа туслаштарас ӗҫе тата ытларах явӑҫтарма май парӗ. Объект «Шкулсенчи футбол» пӗтӗм Раҫҫейри проекта пурнӑҫламалли тепӗр площадка пулса тӑрӗ. Кунта шкул ачисем, ҫемьесем, ҫавӑн пекех аслӑ ӑрурисем те хăйсен спортри ăсталăхне туптĕҫ.   

Чăваш Енре пурăнакансен кашни ҫыннăн пурнăҫĕнче спорт тĕп вырăнта тăрать тесен те тен  йăнăшах мар пулĕ.  Спорт инфратытӑмне аталантарни – ҫӗршыв Президенчӗ регионсем умне лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама  май парать.  2030 ҫул тӗлне  спорта ҫӳрес текенсен йышне 70% ҫитерме те витĕм кӳрессине шансах тăратпăр.  

Паян республикӑра пурӑнакансенчен  53,1 %  спорта тăтăшах ҫӳреме тăрăшать.  Республика Правительствин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – регионта пурӑнакансене хальхи  пурнăҫпа килĕшсе тăракан  спорт объекчӗсемпе тивӗҫтересси. Паха спорт учрежденийĕсене ҫĕклесе лартасси. Мĕнпур объектсене, енчен те вĕсем юрăхсăра тухнă пулсан, тĕпрен юсаса ҫĕнетес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  

Паянхи куна илес пулсан,  республикӑри мӗнпур муниципалитета хальхи  пурнăҫпа килĕшсе тăракан нумай функциллӗ спорт комплексӗсемпе тивӗҫтернӗ, вӗсенче пуринче те тенĕ пекех  бассейнсем пур. Пĕр сăмахпа каласан,  республикăра спорт  инфратытăмĕ вăй илсе пыни куҫ кĕретех.  



30 июня 2023
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter