Чӑваш Енĕн чи лайăх пуҫаруллă проекчĕсене « Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ идейӑсем – 2023» форумра ырланӑ

Чӑваш Енĕн чи лайăх пуҫаруллă проекчĕсене « Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ идейӑсем – 2023» форумра ырланӑ

 Пĕтĕмпе регион 117 заявка тăратнă. «Ҫĕнĕ вăхăт валли вăйлă пуҫарусем – 2023» ятлă ТОП-1000 форумра республика проекчĕсене тишкернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Пуласлăхра вĕсене пурнăҫа кĕртме тата аталантарса вăй илтерме тĕрев парасси парассине  асăннă.  

«ТОП-100 проектсем хушшинче Чăваш Енĕн икĕ проекчĕ пур. Вĕсем: «ЧебоМилк» энергине перекетлеме май паракан сĕт-ҫу ферми тата йывăр тиевлĕ магнитолевитационнăй транспорчĕн технологийĕ). Пирĕн ку ҫĕнĕ пуҫарусене тарăн тишкермелле.   Ҫитес вăхăтсенче уйрăмах мĕн тумаллине те ăнкармалла.  Вĕсене пурнăҫа кĕртес тесессĕн мĕн тумаллине те лайăх  пĕлмелле.  Республикăра пуҫарăва тарăн тишкернĕ хыҫҫăн, ăна Чăваш Республикинчи производство тӳремĕсенче хута ярассишĕн те тăрăшмалла.  Каярах вара, вăл проектсемпе Раҫҫей Федерацийĕн шайĕнче ĕҫсене йĕркелесе пырсан аван.   Эпир проектсене тĕрев парасси пирки калаҫса килĕшрĕмĕр.  Вĕсене методика сĕнĕвĕсемпе тивĕҫтерме пикенĕпĕр», тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Виҫĕ ҫул хушшинче форум питĕ кăсăклă пулса тăчĕ, пысăк пуласлăхлă проектсене тупса палăртма витĕм кӳчĕ.  Пуҫаруллă командăсене, ăста ертӳҫĕсене тупма май парать. Тепĕр тесен, пысăк сумлă экспертсене, партнерсене те палăртма аван.  Проектсен авторĕсем хăйсен паха проекчĕсемпе паллаштараҫҫĕ.  Вĕсем тĕрлĕ сĕнӳсемпе пуянланчĕҫ. «ЧебоМилк» сĕт-ҫу ферми пирки пĕрле канашлар. Энергине перекетлеме май паракан объект пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствипе Минпромпа пĕрле сӳтсе явар мĕнпур ыйтусене.  Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторгĕ тĕрев патăр тесессĕн, тĕплĕ мĕнпур ыйтусене пăхса тухмалла.  Субсидипе гранта илес, производствăна ытларах та ытларах пурнăҫа кĕртес тесессĕн, пурсăмăрăн та тимлĕ ĕҫлемелле», тенĕ вăл.

Техĕмлĕ   хăмла сортне тирпейлесе кăларма май паракан ҫĕнĕ проектăн авторĕпе Андрей Макушевпа ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сӳтсе явнă май, предложенисем пухма чĕнсе каланă, патшалăх программисене хутшăнма ҫĕнĕ сĕнӳсем хатĕрлеме сĕннĕ.  Пирĕн регионăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – проекта анлăрах сарса, ытти республикăсенче те проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳресси», – тенĕ  Пуҫлăх.  

БАС-Чеб  вĕренӳпе производство центрĕн пуҫрăвне хускатнă май, кадрсене хатĕрлесси пирки сăмах хускатнă Дмитрий Лаптевпа пĕрле канашлăва пухăннисем.    Кунта калаҫу проектсем пирки пынă. Олег Николаев ятарлă кластер ĕҫне пуҫарса ярсан та вырăнлă пулассине каланă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, ҫамрăк предпринимательсем валли регионăн ятарлă программа пуррине палăртнă.  Вăл  bookground.ru кĕнекесемпе паллашма онлайнплатформăсем аталантарма пулăшассине асăннă вăл. Сăмах май, шăпах та ҫак палăртнă проектшăн сасăлама хатĕррине пĕлтернĕ вăл сăмаха ҫавăрнă май.



24 июля 2023
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter