Ҫул ҫитмен 15 пин ытла ачана 2023 ҫулта ӗҫе вырнаҫтарӗҫ

Ҫул ҫитмен 15 пин ытла ачана 2023 ҫулта ӗҫе вырнаҫтарӗҫ

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушнипе ҫул ҫитменнисене «пӗр чӳрече» принципӗпе ӗҫ вырӑнӗсемпе тивĕҫтерес практикӑна ӗҫе кулленех кĕртсе пыраҫҫĕ.   Пуҫарусем чи малтанах Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче модернизациленӗ кадр центрӗсенче ӗҫлесе кайнӑ, унта ҫул ҫитмен ачасем пӗтӗм пулӑшу комплексне илеҫҫĕ.

Эрнесерен ирттерекен планеркӑра Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ  Алена Елизарова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫулта пушӑ вӑхӑтра 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитмен 15 335 ачаран кая мар вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫассине йӗркелеме палӑртнине хыпарланă. Утă уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫпе тивӗҫтерекен служба органӗсем вӑхӑтлӑх ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме 429 договор тунӑ, ҫул ҫитмен 9 345 ачана ӗҫе вырнаҫтарнӑ, ку вӑл ҫулталӑка пӑхса хӑварнӑ  кăтартуран 61% пулать. 35, 2% (3 291 ҫын) пурнӑҫăн йывăр лару-тӑрӑвне лекнĕ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем кӗреҫҫӗ. Вӗсемпе ӗҫлессине приоритетлӑ йӗркепе туса пыраҫҫӗ.

Системӑллӑ предприятисемпе килӗштерсе ӗҫлессине йӗркеленӗ. 2023 ҫулта Чӑваш Енĕн Ӗҫлев министерстви ял хуҫалӑх организацийӗсенче ҫул ҫитмен ҫамрӑксем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелес ӗҫе Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствипе пӗрле   пăхса тухнă.  Ҫичӗ муниципаллӑ округра 16 организаци 160 ытла ӗҫ вырӑнӗ  пуррине пĕлтернĕ.  Ҫамрăксене ҫурла-авăн уйӑхӗсенче тыр-пул пухса кӗртмелли сезона  явăҫтарма палӑртса хунă.



24 июля 2023
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter