Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхăну тытас енĕпе ĕҫлекен специалист кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхăну тытас енĕпе ĕҫлекен специалист кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă туссем!

Сире професси уявĕ - Общественноҫпа ҫыхăну тытас енĕпе ĕҫлекен специалист кунĕ - ячĕпе саламлатăп!

Общественноҫпа ҫыхăну тытас енĕпе ĕҫлекен специалистсен: пресс-секретарьсен, маркетологсен, бренд-менеджерсен, социаллă сетьсене тытса пыракан специалистсен нумай пин ҫынлă пĕрлĕхĕн представителĕсенчен кашниех хаклама май ҫук пысăк ĕҫ пурнăҫлать. Информаци калăпăшĕ те, ăна сарассин хăвăртлăхĕ те ӳссе пыраҫҫĕ - паянхи пурнăҫ сирĕнсĕр пулма пултараймасть.

Эсир общество шухăш-кăмăлне, компанисен, ҫынсен ырă сăнарне йĕркелетĕр, Чăваш Республики инвестици хывмашкăн, туристсемшĕн илĕртӳллĕ, пурăнма лайăх регион пулнине ĕнентеретĕр, хамăрăн продукципе, пулăшу ĕҫĕсемпе паллаштаратăр, тĕллевсене палăртатăр, ят-сума ҫирĕплететĕр. Чи кирли вара - граждансемпе коммуникаци йĕркелетĕр, чи кăткăс пулăмсемпе процессем ҫинчен те ĕненмелле тата ансат чĕлхепе каласа паратăр.

Паллах, специалистсен патшалăх секторĕнчи пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк - унта ҫынсемпе тытакан диалог пушшех пĕлтерĕшлĕ. Уйрăм искусство - информацие тухăҫлă тата тĕрĕс ҫитересси, ăна ăнлантарасси, кăтартасси, ҫынсене явăҫтарасси. Халăх влаҫĕн ăнланмалла та уҫă, Чăваш Енре пурăнакан кашни ҫынна ҫывăх пулмалла - эсир пулăшнипе ҫакна тӳрре кăларатпăр.

Ҫак профессире ĕҫлесси чи малтан ҫын хăйĕнпе ҫураҫуллă пулмаллине, юратса ĕҫлемеллине, чунра пултарулăх хăватне туймаллине, ҫакă - ҫынсемшĕн тата обществăшăн ĕҫлесси  - чун ыйтни, пурнăҫ йĕрки пулнине ăнланмаллине тĕпе хурать.

Чăваш Енре ҫакна ăнланаҫҫĕ, общественноҫпа ҫыхăну тытассине пысăк пĕлтерĕшлĕ, малалла сармалли сфера вырăнне хурса хаклаҫҫĕ. 2021 ҫултанпа професси ăсталăхĕн ҫĕршывшăн хăйне евĕрлĕ «PRофи-21» конкурсне ирттеретпĕр, влаҫ органĕсен пресс-секретарĕсем валли професси стандарчĕсене ĕҫе кĕртетпĕр, вĕсен пĕлĕвне ӳстеретпĕр.

Сирĕнтен кашнинех интереслĕ те тулли ĕҫшĕн, яланах пултарулăх шыравĕнче пулнăшăн тав тăватăп. Вăй-хăват, професси енĕпе ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем, пĕтĕм ыррине сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                             Олег Николаев



28 июля 2023
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter