«Элкон» суту-илӳ маркин аэрозоль продукцийӗн сериллӗ производствине йӗркелесси» инвестициллĕ проекта приоритетлă тесе йышăннă

«Элкон» суту-илӳ маркин аэрозоль продукцийӗн сериллӗ производствине йӗркелесси»  инвестициллĕ проекта приоритетлă тесе йышăннă

Ҫӗнӗ объекта Ҫӗнӗ Шупашкарта 2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хута яма палӑртаҫҫӗ.

«Элкон» суту-илӳ маркин аэрозоль продукцийӗн сериллӗ производствине йӗркелесси»  инвестициллĕ проект приоритетлă пулнине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвпе ҫирĕплетнĕ.  

  Инвестици проектне пурнӑҫлама обществӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкне арендӑна парӗҫ, 2026 ҫулхи утă уйăхăн 31-мӗшӗччен патшалӑх пулӑшӑвӗн финанс мар мерисемпе тивĕҫтерсе  тăрĕҫ. 

Инвестици проектне пурнӑҫланӑ май Ҫӗнӗ Шупашкар территорийӗнче производство цехӗпе пӗрле ӗҫлекен производство инфраструктурин объекчӗсене тума палӑртнӑ. Ҫӗнӗ производство площадкинче  тĕрлĕ эмальсем туса кӑларӗҫ, ҫакӑ предприятие таварсен калăпăшне ӳстерме, ҫӗршыв тата унӑн тулашӗнчи рыноксене анлӑлатма май парӗ. Инвестици проектне пурнӑҫа кӗртмелли инвестицисен калӑпӑшӗ 58,08 миллион тенкӗпе танлашать.

 



31 июля 2023
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter