Юсав ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлемелле

 Иртнĕ кану кунĕсенче Чăваш Республикинче усал ҫил-тăвăл алхаснă, ăна пула регионти чылай муниципалитет округĕнче  пăтăрмахсем сиксе тухнă.  Паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, кăлтăксене сирсе ярассипе ҫивĕч ĕҫлеме чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  Ҫил-тăвăл хăш-пĕр ҫуртсен ҫивĕттисене иле-иле пăрахнă.   Утă уйăхĕн  31-мĕшĕнче ирхине тăватă сехет тĕлне чылай ялсенче электричество линийĕсене юсаса ҫĕнетнĕ.  Хăш-пĕр объектсенче юсав ĕҫĕсем вĕҫленмен-ха, вĕсенче те йĕрке тăвас, электричествăпа тивĕҫтерес тесе специалистсем хастар тăрăшаҫҫĕ. 

«Ҫутҫанталӑка пула шар курнӑ объектсене юсаса ҫӗнетес ĕҫе чи малтан шкулсемпе ача сачӗсенче пуҫламалла. Эрне вӗҫлениччен  тăкаксене шутламалла. Юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗсене палӑртмалла. Ӗҫ тӑвакан органсенче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса мероприятисене йĕркелесе пыма тăрăшсан аван.  Вĕсен те  пурне те вăхăтра тивӗҫлӗ пулӑшу пама пĕлмелле. Мероприятисене палăртса хунă йĕркене ҫирĕп пăхăнса пурнăҫламалла», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енри ГКЧС мĕнпур ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫ кĕретех.  

Усал ҫил-тăвăла пула Атăл юхан шывĕ ҫинче ҫав тери пысăк инкек сиксе тухнă. Виҫӗ юман тӑрӑхӗнче тимӗр кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вăл ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра пулнӑ.   Кимӗ утрав енчен ҫыран хӗррине таврӑннӑ. Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче  каҫхи  сакăр сехет те  вăтăр минутра «Ритм» кимĕ усал ҫил-тăвăла пула хумсен авăрне лекнĕ. Кимĕ ҫинче пурĕ  вунă ҫын ларнă, вĕсенчен улттăшĕ ача пулнă.

Пысăк инкекĕн сăлтавĕ  - ҫанталăкра пулĕ.  Пысăк хума кимĕ парăнтарайманни вара куҫ кĕретех.  Шыравҫă-ҫăлавҫăсем тӳрех палăртнă вырăна ҫитнĕ, шывран ҫынсене хăтарас тесе ҫĕрĕпе ĕҫленĕ.   Ҫиччĕшне вĕсем хăтарнă, шывран туртса кăларнă, анчах та ыттисене ҫăлма май килмен.

«Пысăк хумран  хăйсене тĕллĕн хăтăлма май килмен ҫынсен.  Жилетсем пурин те пулманни паллă.  Халĕ те ҫăлавҫăсем шывра юлнисене шыраҫҫĕ.  Катера ертсе пыракана тата  тăхăр ҫулхи ачана Атăлта тупайман», - тесе хыпарланă Чăваш Енри ГКЧС председателĕн  ҫумĕ Александр Степанов.           

 



31 июля 2023
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter