Авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑпа тӑватӑ ҫурт туянмалли юлнӑ

Авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑпа тӑватӑ ҫурт  туянмалли юлнӑ

 Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен ыйтăва уҫăмлатмалла.  Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Пĕтĕмлетӳсене Правительство ҫуртӗнче эрнесерен ирттерекен канашлура  пăхса тухнă.  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  кăҫал ҫур ҫулхи кăтартусене тишкернĕ май,  халӑхӑн социаллӑ ушкӑнӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйтӑва  епле тивĕҫтерни пирки сăмахланă.

Сӑмах Муркаш тата Йӗпреҫ  муниципалитет округӗсем пирки пырать,  вĕсен вăхăта вăраха тăсмасăрах 2-шер ҫурт туянмалла.

Граждансене авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫармалли программа шайӗнче пӗтӗмпе 2022–2023 ҫулсенче (4 тапхӑрпа) 291 пӳлӗмре пурӑнакан 698 граждана (34 авариллӗ нумай хваттерлӗ ҫуртран) пӗтӗмӗшле 10, 3 пин тӑваткал метр лаптӑка куҫарма палӑртнӑ. Палӑртнӑ 291-мӗшӗнчен 287 пурӑнмалли пӳлӗм туянма контрактсем тунӑ.

«Кивелнӗ тата авариллӗ ҫурт-йӗртен  халăха куҫарма ҫулталӑк вӗҫлениччен объектсене туса пӗтермелле, хваттерсене ҫынсене памалла» – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  Кӑҫалхи программӑна  палăртнă тапхăртан  маларах  вӗҫлени  аван. Территорисен аталанӑвӗн фондне авариллӗ пурӑнмалли ҫуртсен реестрне хатĕрлесе янă.  Пĕтĕмпе 286 нумай хваттерлӗ ҫурт, вӗсенче 5 422 ҫын пурӑнать. Авариллӗ ҫурт-йӗрӗн чи пысӑк калӑпӑшӗ  – Ҫӗмӗрлере, унта пурĕ  21 пин тӑваткал метр ҫурт-йĕрсем йышăнаҫҫĕ.

Пурӗ учетра республикӑри 57, 3 пин ҫемье тӑрать, ку вӑл 2022 ҫултан 6% сахалрах (61, 1 пин). 2023 ҫулта тӗрлӗ шайри бюджетсенчен 1 334 ҫемьене (ҫамрӑк ҫемьесене, ветерансене, сусăрсене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 2, 3 млрд ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвне 671 ҫемьене  тивĕҫтерме ĕлкĕрнĕ те.

315 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 659, 1 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 69 тӑлӑха – ҫурт-йӗр сертификачӗсене панă. Палăрнă тапхӑрта 159 пӳлӗм туяннӑ.

Вӑтам  кăтартуран та сахалтарах  укҫа-тенкĕпе усă курнисен йышĕнче – Каҫал енсем (27%), Муркашсем (24%), Вӑрнарсем (9%), Шупашкар хули (26%). Пӑрачкав тата Тӑвай муниципаллӑ округӗсем . Вӑрнар, Муркаш, Шупашкар  Канаш тата Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗсенче, Шупашкар хулинче тата Канаш хулинче пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма контрактсем туманни сисĕнет. 

Пиллӗк ҫулта мӗн пур тӑлӑха ҫурт-йӗрпе тивĕҫтермелле. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Укҫа-тенкĕ ыйтăвне татса панă, объектсене тума ҫĕр лаптăкĕсене пăхса хунă.  Тăлăхсене валли хваттерсем вăхăтра тумалла.    Паллă, муниципалитетсем хастар ĕҫлесен, вĕсене укҫа-тенкĕне вăхăтра уйăрса парĕҫ.  Ăнăҫлă ĕҫлесе пырсан, тухăҫлăх пысăк пуласси те никама та иккĕлентермĕ.    Патшалăх енчен куҫакан укҫа-тенкĕ ыйтăвне Чăваш Республикин Финанс  министерствине ҫурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен уҫăмлатма чĕнсе каланă регион Пҫлăхĕ.  Тăлăхсене валли программăпа килĕшӳллĕн объектсене туллин пурнăҫлама хушнă.



01 августа 2023
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter