Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Сывлӑш десант ҫарӗсен хисеплӗ ҫар ҫыннийӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак уяв Раҫҫейӗн Сывлӑш десант ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ тата служба тивӗҫӗсене малалла пурнӑҫлакан хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫынсене – Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн «ҫунатлӑ пехотине» – хисеп тунине ӗненмелле ҫирӗплетет.

Раҫҫейӗн Сывлӑш десант ҫарӗсен историйӗпе эпир тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр.

Сирӗнтен нумайӑшӗ, Сывлӑш десант ҫарӗсен мухтавлӑ йӑли-йӗркине ҫирӗп пӑхӑнса, ятарлӑ ҫар операцийӗнче граждансен тата ҫӗршывӑмӑрӑн интересӗсене хӑюллӑн хӳтӗленине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сирӗн паттӑрлӑхӑрпа ӑсталӑхӑр тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни ҫамрӑк ӑрусемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать. Эсир пурнӑҫлакан тивӗҫ – Раҫҫей историне кӗрсе юлакан паттӑрлӑх.

Тӑван ҫӗршыва, присягӑпа тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн сире пурсӑра та тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата телей сунатӑп. Кашни кун ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе тата ҫӗнтерӳсемпе тулли пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                    Олег Николаев



02 августа 2023
08:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter