«Шоколад кубокĕ» шахмат енӗпе Раҫҫей Ача-пӑча Кубокӗн уҫӑ тапхӑрӗ Чăваш Енре старт илнӗ

«Шоколад кубокĕ» шахмат енӗпе Раҫҫей Ача-пӑча Кубокӗн уҫӑ тапхӑрӗ Чăваш Енре старт илнӗ

Ҫурла уйăхĕн 312-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче 46 регионтан пухăннисем шахматла выляса мала тухассишĕн тупăшаҫҫĕ.  Пĕтĕмпе Раҫҫери регионсенчен 500 яхăн яш-кĕрĕм пухăннă.

Хĕрлĕ тӳремре турнирсен вăхăтĕнче интерактивлă шахмат вăййисене  выляма пулать.  «Мадагаскар» суту-илӳ центрĕнче хăйсен ăсталăхне кăтартса парас текенсем ăмăртăва хутшăнма пултарайраҫҫĕ. Паллă, шахмат вăййисене ирттерме робот-манипуляторсем витĕм кӳрĕҫ.      

«Кăсăклă турнирсене уйрăмах Шупашкар хулинче ирттерме палăртни пирĕншĕн чыс та хисеп.  Раҫҫейри Шахмат федерацине пысăк тав.  Ӳлĕмрен те асăннă ăмăртусем пирĕн тăрăхра иртчĕр тесе, яваплăха туйса палăртнă мероприятисене йĕркелесе ирттерме тăрăшăпăр. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ҫакăн евĕр мероприятисене ирттерни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  «Шоколад кубокĕ» ячĕ хăйех хăйне евĕрлĕ илĕртӳллĕ. Раҫҫейри Ача-пăчасен Кубокĕн регионти тапхăрĕ пирĕн республикăра пуҫласа иртет. Вăл кăсăклă пуласса пурсăмăр та шанатпăр.  Сирĕншĕн кашни кун лайăх иртессине те пĕлсех тăратпăр.  Хулапа паллашатăр, спортри ăсталăха кăтартатăр. Пирĕн хуламăрăн историне тĕпчеме те пултарайратăр.  Сире валли тĕрлĕ программăсем хатĕрленĕ.  «АККОНД» фабрикăна та ҫитсе килме  май пур.  Палăртса хăваратпăр, мероприятийĕн тĕп спонсорĕ шăпах та, вăл предприяти шутланать.  Пĕр сăмахпа каласан, эсир спортра кăна мар, ытти кăсăклă мероприятисене те хутшăнса хăвăрăн кăмăлăрсене тултарма пултаратăр.

Сире ӑнӑҫу, ырлӑх сунатӑп тата, чи кирли, ҫак хастарлӑхпа  пухнă пуян опыта Шупашкар хулинче илсен сирӗн  кăсăклă тӗллевсем,  «ҫунатлă» ӗмӗтсем ҫуралччӑр, вӗсене малалла пурнӑҫа кӗртме яланах кăмăл-туйăм лайăх пултăр», -  тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

«Мĕн ачаран шахмат вăййисемпе кăсăкланакансем, ӳссе ҫитĕнсен те пысăк профессионалсем пулнине эпир пурсăмăр та пĕлетпĕр. Вĕсем пурнăҫăн тĕрĕс ҫул-йĕрĕпе пыраҫҫĕ.  Ҫавăнпа та асăннă турнирта ҫамрăксем пулни пире хавхалантарать. Пĕлтĕр суперфинал ирттернĕ. Чылай ырă сăмахсем каларĕҫ.  Кăҫал иртекен ăмăрту та пурсăмăра та савăк-кăмăл парнелессе пĕлетĕп. Историллĕ пулăм пулассине те шансах тăратпăр», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков.   

  «Эпĕ чи малтанах, регион  ертӳлĕхне мероприятине ирттерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем калатăп.  Уйрăмах республика Пуҫлăхĕ Олег Алексеевич пысăк тӳпе хывни куҫ кĕретех.  Вăл хапăл тусах шахмат ăмăртăвĕсене ирттерме йышăнчĕ.  Эпир пĕлетпĕр, чи пысăк ăмăртусене, Раҫҫей шайĕнче иртекен спорт мероприятийĕсене час-часах сирĕн регионта ирттернине.  Ачасен фестивальне пухăнтăмăр.  Ку пирĕн палăртса хунă мероприятисен пуҫламăшĕ кăна, ӳлĕмрен тата та тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене сирĕн тăрăхра ирттерессине те шансах тăратпăр. Сергей Карякин шкулне хута яни паха.  Мана ачасемпе спортăн ҫак енĕпе выляма питĕ кăмăллă пулчĕ», - тесе палăртса каланă шахмат вăййисене выляса Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ ятне тивĕҫнĕ  Сергей Карякин гроссмейстер.  

«Паллă, тепре чухне ăмăртусенче мала тухма май килмест, пур-пĕрех мероприятине хутшăнса хăвăрăн ăсталăха кăтартса пани пурнăҫра питех те кирлĕ пулĕ.  Шахмат, пурнăҫăн тĕрĕс ҫулĕпе утма витĕм кӳрет», - тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  

 «Пысăк чыс, ҫакăн евĕр мероприятине ирттересси.  Ачасен турнирĕ яланах вăл пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ.  Эпир яланах хавас, пирĕн тăрăхра кун пек мероприятисене йĕркелесе ирттернишĕн.  Кун пек пуҫарусене ӳлĕмрен те эпир пĕтĕм кăмăлпах пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшăпăр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче «АККОНД» фабрикăн Генеральнăй директорĕ Валерий Иванов.  

Ăмăртусенче мала тухакансене «АККОНД» фабрика шоколад кубокне парса хавхалантарĕ.  

Палăртма кăмăллă, мероприяти йĕркелӳҫисем ҫав тери кăсăклă программа хатĕрленĕ.  Сергей КарякинпаВолодар Мурзинпа тата  Михаил Кобальпе шахмат выляма майсем туса панă.

Аса илтеретпĕр, маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫейри шахмат федерацийĕн ĕҫ тăвакан директорĕпе Александр Ткачевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем 2024 ҫулта шахматла выляссипе финал ăмăртусене ирттерме калаҫса килĕшнĕ.   

 



03 августа 2023
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter