Ҫулталăк вĕҫлениччен Чӑваш Ен ял тăрăхĕсенче пĕтĕмпе 25 база станцине хута яма палӑртса хунă

Ҫулталăк вĕҫлениччен Чӑваш Ен ял  тăрăхĕсенче  пĕтĕмпе 25 база станцине хута яма палӑртса хунă

Тивӗҫлӗ плана Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Ростелеком»  ПАО Чул хулари филиалĕн директорĕпе, вице-президенчĕпе Евгений Петровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра сӳтсе явнă.  Уҫă калаҫура регион филиалĕн ҫĕнĕ директорĕ Олег Вячеславович Жандаров пирки те  сăмах хускатнӑ. Палăртса хăваратпăр, ҫĕнĕ ертӳҫĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.  

Ертӳҫĕсем цифра технологийĕсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, ялсенче база станцийĕсене хута ярасси пирки канашланă.  Ҫулталăк вĕҫлениччен тата тепĕр 24 станци хута каймаллине палӑртнӑ вĕсем.  Евгений Петров хăйĕн сăмахĕнче «Ростелеком» ПАО Патăрьел районĕнче пĕрремĕш станцине хута янине асăннă.

Компани Чăваш Ен Пуҫлăхĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртме шантарать. Объектсене вăхăта вăраха тăсмасăрах туса лартма палăртаҫҫĕ вĕсем.

Ҫĕршыв Президенчĕ цифра технологийĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Цифра танмарлăхĕ пачах та пулмалла маррине те палӑртнӑ вăл.

«Пирĕн «Ростелеком» ПАОпа пĕрле ялсене Интернет уҫлăхӗпе ҫыхăнтарассишĕн тăрăшмалла.   Республикăра Интернетпа ҫыхӑнтарман ялсем нумаях мар. Палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртмелле.  Халăх ҫавна чăтăмсăррăн кĕтет.  Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме эпир ҫынсене ҫирĕплетсех шантарнă. Тĕллевсем пурнăҫа кĕресси пирки иккӗленместӗп», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем федераци шайĕнчи проектсем пирки чарăнса тăнă. Компанийĕн проекчĕсем те ҫав шутах кӗреҫҫӗ. Пĕр сăмахпа каласан, цифра технологийĕсемпе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртес ӗҫ приоритетлă пулнине палăртнă вӗсем. 

Чăваш Республики «Ростелеком» ПАОпа туслӑн ҫыхăнса ĕҫлесси ҫинчен калакан ки-лĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, республика экономикин мĕнпур тытăмĕнче цифра пайĕ пурнăҫа йӗркеллӗн кĕрсе пырӗ, ял хуҫалăхĕпе медицина пайĕнче те ҫĕнĕлĕхсем пуласси куҫ кĕретех.

 



04 августа 2023
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter