Чӑваш Енре «Культура» наци проекчӗпе музейсене юсаҫҫӗ

Чӑваш Енри аваллӑх, истори управӑшӗн ҫурчӗсене юсама кӑҫал «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 22 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Программӑна Тӑвайри тата Канашри таврапӗлӳ музейӗсене кӗртнӗ. Юсав пыракан объектсене Светлана Каликова министр ҫитсе ӗҫсем епле пынипе паллашрӗ.

1986-мӗш ҫулта хута янӑ музейра ҫак тарана ҫитсе тӗплӗ юсав пулман. 5 пин ытла экспонатӑн тӑван килӗ ҫӗнелессе кунта ӗҫлекенсемпе танах курма килекенсем те кӗтнӗ. Халӑх вара кунтан татӑлмасть тесен те юрать. Уйрӑмах уявсенче экскурсие кӗрсе тухмасӑр каймаҫҫӗ хӑнасем.

Пуш уйӑхӗнче ӗҫе пуҫӑннӑ строительсем те хӑйсене шаннине вӑхӑтра туса пӗтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗ тӗлне шӑв-шав лӑпланмалла кунта. Халӗ вара объектра иртен пуҫласа каҫчен 6-7 бригада вӑй хурать. 16 миллиона яхӑн тенкӗпе танлашакан проект тӑрӑх ҫурт маччипе урайне улӑштарнӑ, стенасене ҫирӗплетсе якатнӑ, пандус валли фундамент янӑ. Шалти ӗҫсем малаллах пыраҫҫӗ. Чӳречесем те ҫӗннисем пулӗҫ ҫуртра. Ҫутӑ, ӑшӑ, шыв тытӑмне те улӑштарӗҫ.

Канашсемпе хула хӑнисен кӑмӑлне те таврапӗлӳ музейӗн сӑн-сӑпачӗ ҫӗнелни ҫӗклет, кӗрсе тухма илӗртет. «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсав валли 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа ҫурт тӑррине улӑштарнӑ, музей тулашне йӗркене кӗртнӗ. Тӗплӗ юсава ирттернӗ строительсем каланӑ тӑрӑх, тӑрӑ витӗрех шыв янӑ, ытти чӑрмавсем те пур.

Халӑхра тивӗҫнӗ ырӑ ятпа пӗрлех пирӗн пата килекенсемшӗн те, музейра упранакан пурлӑх валли те хӑтлӑ майсем пулмалла, - теҫҫӗ кунта. Ҫавӑнпа юсав туса ирттернӗшӗн тем пек савӑннӑ. Канашри таврапӗлӳ музейӗнче паян 9 пин те 400-е яхӑн экспонат. Экскурсие кунта ҫулталӑкне 25 пин ҫын таран ҫитсе курать. 15 пин ытларахӑшӗ - ҫуллахи 3 уйӑхра.

«Кӑҫал юсава пула килекенсене йышӑнаймарӑмӑр, анчах малашне экскурсие ҫӳрекенсем татах та йышланасса шанатпӑр, - теҫҫӗ аваллӑх управҫисем.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен 2024-мӗш ҫул валли Раҫҫей Культура министерствине республикӑри, вӑл шутра тӗрлӗ муниципалитетри музейсене юсама, кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме заявка тӑратнӑ.


Алиса Александрова, Игорь Ульянов https://chgtrk.ru/novosti/nacionalnye-novosti/chavash-enre-kultura-naci-proekchepe-muzeysene-yusacce/



07 августа 2023
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter