«Эпир Улатӑр хулине ӳлĕмрен те аталантарма пулăшăпăр», - тесе каланă Олег Николаев

«Эпир Улатӑр хулине ӳлĕмрен те аталантарма пулăшăпăр», - тесе каланă Олег Николаев

Улатăр хулине 471 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă.

«Улатăр хулин хăйне евĕр историйĕ пуян.  Кунта ҫуралса ӳснĕ тата пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă ҫынсем ҫĕршыв шайĕнче те паллă. Саманан тĕрлĕ  тапхăрĕнчи паттăрсем паянхи кун та пурин асĕнче те упранаҫҫĕ», - тесе палăртса каланă хăйĕн ум сăмахĕнче мероприятие уҫнӑ май Олег Николаев.   

Хула лайăх пурăнать, малалла та ăнăҫлă вăй илсе  аталанса пырасси никама та иккĕлентермест.  «Паян эпир ҫĕнĕлĕхсене курса ĕнентĕмĕр.  Хулана пурăнма килес текенсем, унпа кăсăкланакансем те чылай.  Краеведени музейĕ, хăйне евĕр илемленсе, ҫынсене явăҫтаракан объект пулса тăчĕ.  Хула хутлăхне хăтлăлатас ыйтупа та муниципалитет хастар тăрăшать.  Программа пурнăҫа туллин кĕрсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Чылай ҫуртсен таврашĕнче тирпей-илем хуҫаланать. Ку тĕлĕшпе ĕҫсене малалла туса пыма палăртнă.  Хулара ăшăпа тивĕҫтермелли котельнăйсене тĕпрен ҫĕнетсе пыраҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, объектсене модернизацилесе пыни куҫ кĕретех», - тесе ҫирĕппĕн палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

«Улатăр хулине малалла та тĕрев парăпăр. Вăл илĕртӳллĕ пултăр тесе, унта ҫынсене пурăнма хăтлă условисем пулччăр тесе тăрăшăпăр», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Хулана аталантарса пымалли «ҫул карттине» тĕпрен сӳтсе явнă чухне республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Улатăрăн пысăк вӑй-хӑват пур тесе хакланăччĕ.     Пысăк инвесторсене явăҫтарасси ыйту та кун йĕркинчех.  Вĕсенчен ытларах пайĕ ЖКХ модернизацилеме килĕшнĕ. Кун пирки те палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ.  Миллиардран та ытларах укҫа-тенкĕ явăҫтарма палăртаҫҫĕ инвесторсем. 

Яланхиллех, республика Пуҫлăхĕ ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисне парса хавхалантарнă.  Ҫемьере пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă Мысинсене – Людмила Александровнăпа Владимир Григорьевича орден парса чысланă.

Культура пайĕнче яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленисене хисеп ячĕсемпе чысланă.  Хулари Тĕп вулавăшра ĕҫлекен Скрипин Михаил Сергеевича Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченĕ ята панă. 

Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă Улатăр хулин ҫыннисене мероприятинче Тав сăмахĕпе чысланă тата алла ҫыхмалли сехет парнеленĕ.  

 



07 августа 2023
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter