Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулĕ
Иртнĕ кану кунĕнче регионта «МолГород-2023» ҫамрăксен форумĕ иртнĕ. Кăҫалхипе мероприяти 14-мĕш хут пулнă. «Уҫă калаҫу» вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫамрăксен ятарлă вырăнĕ пуласси пирки ĕҫ хутне ҫирĕплетнине хыпарланă.
«Кăҫал Ҫамрăксен уйрăм ҫурчĕ ăҫта пулассине тĕпрен палăртăпăр. Каярах сире хăвăрăн пуҫаруллă проектăрсене сӳтсе явма меллĕ пултăр тесе, ятарлă тӳрем те туса пама тăрăшăпăр. Пĕр сăмахпа каласан, проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма хăтлă условисем йĕркелесе пама пикенĕпĕр», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Патшалăх Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырăвĕнче Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Шупашкар хула администрацине регионта Ҫамрăксен ҫуртне йĕркелесе яма хушса хăварнăччĕ. Пĕр вырăна мĕнпур ҫамрăка пухма аван, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма меллĕ. Тепĕр тесен, пĕлтерĕшлĕ мероприятисене йĕркелеме, пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртме те меллĕ.
«Пĕтĕмпех Чăваш Ен валли!» ятпа иртнĕ кăҫалхи ҫамрăксен форумĕ. Ҫамрăксем хăйсен пысăк ҫитĕнĕвĕсемпе чăнласах та, мăнаҫланма пултарайраҫҫĕ. Чылай проект пурнăҫа кĕни пурсăмăра та малалла та пысăк ҫитĕнӳсем патне ҫитме хавхалантарать. «Молгород» тӳреме тĕрлĕ енпе хăйсен ăсталăхне кăтартма пултарнă ҫамрăксем пухăнайраҫҫĕ. Кунта чи пысăк пуҫаруллă проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ», – тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Мероприятине йĕркеленĕ май, пирĕн хăш-пĕр уйрăм самантсем пирки чарăнса тăмалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Чи малтанах пирĕн ҫамрăксен ыйтăвĕсем ҫине хурав пама пĕлмелле. Вĕсем мĕн пирĕнтен кĕтнине те ăнкармалла. Тепĕр тесен, ҫамрăксем ыран мĕн пуласса хăвăртрах чухласа илейреҫҫĕ. Вĕсен пуҫаруллă ĕҫĕсене кура, эпир федераци шайĕнче пысăк кăтартусемпе палăрни те куҫ кĕретех. Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн яш-кĕрĕм чылай мероприятисене хутшăнса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрни куҫ кĕретех.
Раҫҫей шайĕнче ҫамрăксен политикипе ҫыхăннă ыйту приоритетлă пулса тăнине тепĕр хут палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ. Ҫамрăксен ыйтăвĕсем ҫине ҫĕршыв шайĕнче тимлĕх уйăрнине те асăннă вăл. «Эпир ытти регионсенчен чылай маларах ҫамрăксен политики ҫине тимлĕх уйăрма пуҫларăмăр. Вĕсен ĕҫне ҫĕнĕлле йĕркелесе ятăмăр. Ҫамрăксем пирĕн пуласлăх, вĕсен пултарулăхĕ куҫ кĕретех. Ҫакнах пысăк кăтартусем, тĕрлĕ мероприятисенче вĕсем малти вырăна тухни ҫирĕплетсе парать те», – тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ҫĕршыв валли шăпах та, Чăваш Енĕн ҫĕнĕ пуҫарăвĕсем пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕҫ. Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ҫамрăксемпе ĕҫлекен советниксем пулни, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче Ҫамрăксемпе ĕҫлекен управлени ĕҫне йĕркелесе яни те пĕлтерĕшлĕ ытти субъектсемшĕн. Вĕсем ҫамрăксен политикине аталантарса вăй илтерсе пырассипе хастар ĕҫе кӳлĕнчĕҫ.
Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫамрăксен ҫуллахи канăвĕ пирки те сăмах пуҫарнă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче тĕрлĕ кану тӳремĕсем пулĕҫ. Шывпа ҫыхăннă ятарлă вырăнсем хатĕрлесси те планра пур. Пĕр сăмахпа каласан, инвесторсене объектсене пурнăҫа кĕртме кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлеме витĕм кӳнĕ. Кун пирки те тепĕр хут палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.
Форума пухăннă яш-кĕрĕм килсĕр-ҫуртсăр урамра ҫӳрекен чĕрчунсем пирки те сăмахланă. Уйрăмах йытăсем хуҫасăр ытларах ҫӳрени ҫамрăксене пăшăрхантарать имĕш.
«Хуҫасăр ҫӳрекен чĕрчунсем патне пирĕн тимлĕх уйăрмалла. Тепре чухне йытăсем, ҫынсене сиен кӳни куҫ кĕретех. Ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ. Енчен те ҫынсем йытăсене усрава илеҫҫĕ пулсан, вĕсен питĕ лайăх ăнланмалла, каярах вĕсене епле тимлĕх уйăрассине те. Яваплăха туймалла, кирек-епле вăхăтра та чĕрчунсене ирĕке ярса, пăрахса хăварма юрамасть. Кирлĕ пек тимлĕх уйăрмасан, йĕркене пăссан, явап тыттарасси те часах. Кун пирки те манмалла мар» – тесе асăрхаттарса каланă сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ.
Тепĕр кăсăклă ыйтусенчен пĕри – экологи теми. Палăртнă ыйту ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
«Мероприятинче пĕр-пĕринпе паллашса, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене пурнăҫа кĕртме вĕренсе пырасси ыйту пĕлтерĕшлĕ. Кунта пĕр пек шухăшлисем пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕр ятарлă ушкăн та пулса тăма пултарайраҫҫĕ. Пĕччен пуҫарăва пурнăҫа кĕртме хĕн. Апла пулсан, ушкăнпа ĕҫлени аван. Пĕрне-пĕри ăнланса, пулăшса пыни те паха. Кун пек чухне ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма та часах», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Ҫамрăксен палатин председателĕ, «Ҫамрăксен Гвардийĕ» Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă, тĕрлĕ наградăсене тивĕҫлĕ пулнă хастар Андрей Шакулов форума пухăннă ҫамрăк яш-кĕрĕм ячĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева тав сăмахĕсем каланă. «Эсир паян пурнăҫлакан ĕҫсем ҫамрăксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен ҫамрăкĕсене аталанса пыма, тĕрлĕ условисем туса пани пурсăмăра та хавхалантарать. Пĕтĕмпех Чăваш Ен валли, пĕтĕмпех Ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн пурнăҫланса пыракан ĕҫсем», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрнă май.
Форума пухăннисем, Чăваш Ен Пуҫлăхĕпе пĕрле ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă хастарсене сума сунса, «Хар тăрар» ятлă пысăк калăпăшлă ҫамрăксен флешмобне хутшăннă.