«Атăл» стадиона реконструкцилессипе палăртса хунинчен чылай маларах та строительство ĕҫĕсене пурнăҫласа пыраҫҫĕ

«Атăл» стадиона реконструкцилессипе палăртса хунинчен чылай маларах та строительство ĕҫĕсене пурнăҫласа пыраҫҫĕ

Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствипе тунӑ килĕшӳ тăрăх объекта графикпа килĕшӳллĕн 2024 ҫулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Паянхи куна илес пулсан, объектра хĕрӳ ĕҫ пырать, палăртнă мĕнпур ĕҫрен 83 процентне пурнăҫланă та ĕнтĕ. 

«Атăл» стадион чи  пысӑк спорт объекчĕсенчен пĕри шутланать.  Шупашкар хулинчи спорт сооруженине тĕпрен юсас, ҫĕнетсе улăштарас тӗлӗшпе специалистсем кулленех тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ. 

Объектри строительство ĕҫĕсемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тĕплĕн паллашнă. 

«Кунта ҫынсем валли малашне хăтлă условисем йĕркеленĕҫ. Специалистсем строительство ĕҫне палăртса хунинчен чылай маларах пурнăҫласа пыраҫҫĕ.  Шупашкарта пурăнакансем валли чи пысăк спорт объекчĕ хута кайĕ.  Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 14 пин тăваткал метр шутланать.  Объекта харăсах 500 ытла ҫын ҫӳреме пултарать.  Палăртма кăмăллă, кунта спортсменсене хăйсен ăсталăхне спортăн тăхăр енĕпе туптама майсем йӗркеленмелле.  Унта тĕрлĕ шайри ăмăртусем ирттерме те май пур», - тенĕ вăл.  

«Кун пек лайăх ĕҫлени федераци влаҫне эпир хамăр ҫине илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫланине ҫирĕплетсе парать.  Кăҫал тата эпир регионта йĕлтĕр роллер трассине хута яратпăр.  Атăл ҫыранӗн хĕрринче фристайл тăвĕ хута кайĕ. Ҫак кунсенче тепĕр спорт  объекчĕ те ӗҫе кӗрет. Волейбол вӑййине юратакансем хăйсен ăсталăхне туптама пултараҫҫĕ.  Баскетболла выляма та лайӑх условисем пулĕҫ.  Эпир хамăр тĕллевсене пурнăҫа кĕртни куҫ кĕретех. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине хамăр аван ĕҫленине тепĕр хут кăтартса паратпăр. Апла пулсан, пире ӳлĕмрен те укҫа-тенкĕ енчен пулăшасса шансах тăратпăр», - тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанспа рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечӗн Председателĕ Анатолий Аксаков.  «Эпир тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене те ирттерме пултараятпăр», - тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă вăл.

«Атăл» стадионра футболла выляма, ҫăмăл атлетика енĕпе ăсталăха туптама, пăр тӳремне туса пӗтерсен вара хоккей вӑййи е тата спортăн ытти енĕпе ăсталăха ӳстерсе пыма  май пулĕ.

Проектпа килĕшӳллĕн кунта тренажер залĕ, йывăр атлетика, кĕрешӳ ăмăртăвĕсене ирттермелли, бассейнра ишмелли тата ытти спорт вăййисене ирттермелли майсем пулмалла.  Объектра пĕр сменăра харăсах 48 ҫын хӑйӗн ăсталăхне туптама пултарать.  Ачасем валли те уйрăмсем пур. Пĕр сăмахпа каласан, спорт объектне паянхи пурнăҫ условийӗсемпе тӳр килтерсе хута яма хатӗрленни куҫ кĕретех.  

 

 

 



08 августа 2023
11:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter