Чăваш Ен апат-ҫимĕҫĕсен фестивалĕ иртнĕ

Чăваш Ен апат-ҫимĕҫĕсен фестивалĕ иртнĕ

Шупашкар муниципаллӑ округĕнче Чăваш Ен апат-ҫимĕҫĕн фестивалĕ иртнĕ. Палăртнă мероприятине  хутшӑнма Ишлей тăрăхне халăх чылай пухăннă.

«Наци пуянлăхĕн тĕп паллисенчен пĕри – тăван чĕлхе. Унпа пĕр шайрах чăваш апат-ҫимĕҫĕ те.  Кашни халăхăн культури, йăли-йĕрки хăйне евĕр. Вĕсем халăх ӑс-пурлӑхӗн пуянлăхне, наци хăйне евĕрлĕхне питĕ лайăх сăнарласа параҫҫĕ.  Паянхи кун Чăваш Ен туристсен кăмăлне каякан центр пулса тăчӗ тесен те йăнăшах мар пулĕ. Чăваш апат-ҫимĕҫĕпе сăйланас текенсен йышĕ те ӳссе пыни куҫ кĕретех. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса, паянхи пурнăҫ ыйтнине тĕпе хурса хатӗрлекен кулленхи пылак ҫимĕҫ, тутлă апат пурне те килӗшни никамшăн та вăрттăнлăх мар пулĕ.  Халăх сĕнĕвĕсене шута илсе, чи паха таварсем тирпейлесе кăларма тӑрӑшаҫҫĕ ăстаҫăсем, – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.   Республикăра 100 ытла предприяти апат-ҫимĕҫ таварĕсем тирпейлесе кăларас енӗпе ӗҫлет. Вĕсем тăван халăхăн чи паха апат-ҫимĕҫĕ ҫине ытларах та ытларах тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Фестиваль ӳлĕмрен те вăй илсе пытăр тесе Чăваш Ен Правительстви хăй енчен пулӑшса пыма, вăл кăсăклă ирттĕр тесе ҫулсерен май килнӗ таран лайӑх условисем туса пама тăрăшасси пирки те каланă республика ертӳлĕхĕ.

Апат-ҫимĕҫ пĕҫерекен чи ăста кулинарсем мероприятине курма пынисем валли паха апат-ҫимĕҫрен курав хатĕрленĕ.  Ăмăртăва хутшăнакансенчен 18-шĕ райпо ĕҫченĕсем.  Ăстаҫăсем пулăран, ҫĕр улминчен, аш-какайран, сĕт-ҫуран тĕрлĕ апат пĕҫерсе хатӗрленĕ.  Жюри пайташĕсем чи маттурисене суйласа илнӗ.

Фестивалĕн жюри председателĕ Николай Уездный хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен кулинарĕсене ҫĕршывра питĕ лайăх пĕлнине палăртнă, вĕсен ĕҫне яланах пысăка хура хакланине те асăннă вăл.  Чăвашсен шăрттан, хуплу е тата ытти апатне тĕнчипех лайăх пĕлнине, ăна хапăл туса йышăннине те каланӑ вăл. Наци апат-ҫимĕҫĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырӑнӗнче тесен те йăнăшах мар пулĕ тенӗ сумлӑ ӑстаҫӑ хӑйӗн сăмахне малалла тăснă май.      

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков уява пухăннисене саламланă май фестивале пурте чăтăмсăррăн кĕтнине, наци апат-ҫимĕҫне тутанса пăхма тата хак пама хавас пулнине каланă.  Чăваш апачĕ хăйне евĕр питĕ тутлă та паха тенĕ вăл. 

Фестивале ҫăкăр пĕҫерекенсем те хутшăннă.  Пĕр сăмахпа каласан, республикăри чылай предприятисемпе организацисенчен ăстаҫăсем килсе ҫитнĕ.

Яланхиллех уяв мероприятине юрă-кĕвĕ, ташă ăстисем пуянлатнă. Чăваш тумтирне тăхăннă пикесемпе яшсем унта хутшӑнакансене савăк кăмăл парнеленĕ.   Фестиваль хăнисем ӳлĕмрен те ҫакăн евĕр  мероприятине ирттерме чĕнсе каланă, ҫакӑн евӗр паха наци йӑли-йӗркине ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварма сĕннĕ.   

 



10 августа 2023
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter