Строительсен кунӗ умӗн Олег Николаев «Кетра» завода ҫитсе курнӑ

Строительсен кунӗ умӗн Олег Николаев «Кетра» завода ҫитсе курнӑ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Трак ене çитнĕ. Олег Алексеевича строительство керамикин «КЕТРА» завочĕн территорийĕнче «ТУС» ХАОн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, завод ертӳлĕхĕ кĕтсе илнĕ.

«Строительство керамикин «КЕТРА» завочĕн ырă ячĕ пирки тахçанах илтнĕ, унта хам та çитсе курма тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Çитес канмалли кунсенче строительсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май праçник умĕн сирĕн патăрта эпĕ», — тенĕ Олег Алексеевич.

Николай Федорович ăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕсем пирки каласа кăтартнă.

«Вăхăт шав малалах шăвать. Кăçал строительство керамикин «КЕТРА» заводĕнче пĕрремĕш продукци кăларнăранпа вунă çул çитрĕ»,- палăртнă вăл. «Асăмран каймасть 2013 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕ. Ун чухне завода савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Тепĕр тапхăртанах вăл пахалăхлă кирпĕч кăларма тытăнчĕ. Завод 10 гектар лаптăк йышăнать», — тенĕ вăл.

Олег Николаева заводăн цехĕсене кĕртсе кăтартнă.

Кунта тĕп компонент — тăм. Унăн икĕ карьери Красноармейскинче тата Туçи Чуракассинче вырнаçнă. Акă тăма транспортер лентипе куçаракан конвейер ĕçлеме тытăнать. Тăма трепел, пăчкă кĕрпи хушаççĕ, лайăх çăрнăскере çĕçĕсем касса кирпĕч формине параççĕ, вăл вара тĕрлĕ оборудовани витĕр тухса типĕтмелли вырăна ăсанать, кунта пĕр тапхăр тытнă хыççăн кушăхнă кирпĕч çут çанталăк газĕпе ĕçлекен кăмакасене пырса кĕрет. Хĕртнĕ, «пиçсе çитнĕ» кирпĕч кунтах сивĕнет. Ăна çывăхри хатĕр лаптăка куçараççĕ, заводран ăсатма хатĕрлеççĕ. Тӳрех каламалла: кунта алă вăйĕпе пунăçламалли пĕр ĕç те çук.

Ун хыççăн пурте заводăн информзалне пухăннă. Николай Угаслов сăмах каланă: «Кирпĕч заводне хута ярсан ĕç вăйĕ пирки сахал мар шутланă эпĕ», - тенĕ вăл. «Рабочисене Шупашкартан турттармалла пулмасть-и? Йăнăшнă иккен. «КЕТРА» заводра, тĕпрен илсен» вырăнти çынсем тăрăшаççĕ. Çак тапхăрта вĕсене тĕрлĕ çĕрте вĕрентрĕмĕр, профессии шайне ӳстертĕмĕр. Ĕç укçи те япăх мар ĕçлесе илеççĕ. Вырăнти организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çулленех вырăнсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене лартнă палăксене юсама тӳлевсĕр кирпĕч уйăратпăр, ытти ĕçе тума, йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çемьесене пулăшатпăр», — тенĕ вăл.

«Строительство керамикин «КЕТРА» завочĕ республикăра паянхи вăхăт ыйтакан предприятисенчен пĕри», — палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Эсир заводра пысăк пахалăхлă строительство материалĕсем туса кăларатăр. Сирĕн продукцирен хамăр патра тата унăн тулашĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тата социаллă обьектсем тăваççĕ. Вунă çул хушшинче эсир чăрмавлă çул утса тухрăр, хăвăр тытăмра лидерсен шутне кĕтĕр. Халĕ сирĕн продукцие Чăваш Ен тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, ăна туянакансен георграфийĕ анлăланчĕ. Пирĕн пĕр тĕллев — çынсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси, Чăваш Ене аталанма çирĕп никĕс хывасси», — тенĕ вăл.

Олег Николаев пурне те çывхаракан Строительсен кунĕ ячĕпе саламланă, ăнăçу суннă. Вăл çак кунсенче çуралнă кунне паллă тăвакан Сергей Никифорова парне тата алла çыхмалли сехет парса чысланă.
Завод ĕçченĕсене çавăн пекех Чăваш Республикин строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, промышленность тата энергетика министрĕсен çумĕсем Михаил Коледапа Дмитрий Гринев ăшшăн саламласа тав сăмахĕсемпе чысланă.

Тĕл пулура округ пуçлăхĕ Павел Семенов та сăмах илнĕ. Павел Юрьевич «КЕТРА» ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă май асăннă предприяти округ бюджетне пысăк тӳпе хывнине палăртнă. Вăл ĕçченсен пĕр ушкăнне оругăн тав çырăвĕсене панă.

« «Вĕрентӳ» наци проекчĕпе Трак вăтам шкулне тĕпрен юсаса çĕнетме май килнишĕн Сире, Олег Алексеевич, тав сăмахĕ калатпăр», — тенĕ «КЕТРА» ĕçченĕ Вера Маркова. «Халĕ пирĕн ачасен вĕренсе воспитани илме хуларинчен пĕртте кая мар. Тата пирĕн округ вĕренекенсене апатлантарас енĕпе элĕксемпе пилотлисен йышне кĕчĕ. Эпир çакăнпа та кăмăллă», — тенĕ вăл.

Тĕплĕнрех... 



11 августа 2023
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter