Строительство пайĕ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать
Республика экономикишĕн, строительство индустрине аталантарса пыни питех те пĕлтерĕшлĕ тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ савăнăҫлă мероприятисене пухăннисене саламланă май. Сăмах май, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассипе пулса пыракан мероприятисем пирки те пĕлтернĕ. Асăннă уява Чăваш патшалăх филармонийĕнче ирттернĕ.
«Кирек епле тытăмшăн та строительство пайĕ питĕ кирлĕ, кулленех вĕсем ҫынсен пурнăҫ шайне лайăхлатса пырассишĕн тăрăшаҫҫĕ. Ҫулсеренех строительствăра тăрăшакансем наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, тĕрлĕ объектсем хута яраҫҫĕ. Палăртма кăмăллă, паха та ҫутă пурăнмалли ҫурт-йĕрсем хăпартаҫҫĕ», – тесе уйрăммăн палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Республика экономикине аталантарма чăнласах та, пысăк витĕм кӳрет строительство пайĕ. Мĕнпур тупăшсенчен ытларах пайĕ, вĕсене пула пулса пырать. Вĕсен тӳпи республика аталанăвĕнче пысăк, 20 пин ытла ҫын строительствăра тăрăшать. Хулан хутлăхне лайăхлатса пырассипе, Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Ен малтисен ретĕнче. Паянхи пурнăҫ таппине тĕпе хурса пурнăҫлаҫҫĕ строительство ĕҫĕсене. Вĕсен пахалăх шайĕ те пысăк тесен те йăнăш мар. Цифра технологийĕн витĕмлĕхĕ пысăк пулни куҫ кĕретех. Ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, вĕсене малалла та ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах тăрăшса ĕҫлемелле. Кун пирки палăртсах каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов мероприятине пухăннисене саламланă май, регионти строительство пайĕнчи ĕҫ кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарса хăварнă. Халăха ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерессипе, республика чăнласах та малтисен ретĕнче пулнине тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă. Палăртма кăмăллă, ҫĕршыври субъектсем хушшинче юлашки пиллĕк ҫул хушшинче, маларахри кăтартăва 30 хут лайăхлатма пултарнине асăннă ведомство ертӳҫи, халĕ вара Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн республика тăваттăмĕш вырăнта тăнине палăртнă.
Калас пулсан, ытларах пысăк хуласенче ҫурт-йĕр хăпартассипе хастар тăрăшнине пĕлтернĕ вăл. Пĕчĕк хуласенче асăннă ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă ведомство ертӳҫи. Пĕчĕк хуласенче пысăках мар проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмаллине асăннă вăл. Паллă, проектсене тума нормативпа право ĕҫ хучĕсене те туса хатĕрлемелле. Ҫĕнĕ программăсем тусан, вĕсене тен туххăмрах пурнăҫа кĕртсе пыма та меллĕрех пулĕ.
Республикăра пурăнакан тăлăхсене хваттерсемпе тивĕҫтерессипе те хастар ĕҫлеҫҫĕ, кăтарту ытти чухнехинчен 1,5 хут ӳссе пыни те ҫакнах ҫирĕплетет. Ашшĕ-амăшĕ хӳттисĕр тăрса юлнисене валли 2021-2022 ҫулсенче пĕтĕмпе 595 ҫурт-йĕр туяннă. Кăҫал 315 тăлăха хваттерпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ. Палăртса хăваратпăр, паянхи куна илес пулсан, асăннă кăтартуран ҫуррине пурнăҫа та кĕртме ĕлкĕрĕ. Тăлăхсенчен 48-шĕ ҫурт-йĕр туянмалли сертификатсемпе усă курнă. Пĕр сăмахпа каласан, тăлăхсенчен ҫурри ытла ҫурт-йĕрлĕ пулнă. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, ҫитес 5 ҫул хушшинче мĕнпур тăлăха хваттерсемпе тивĕҫтерме тĕллев лартнă.
Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – палăртнă объектсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пырасси. Тепре чухне пулкалать, строительсем пăтăрмахсем те кăларса тăратнисем. Вĕсене пула хăшĕ-пĕрисем шар курни те куҫ кĕретех. Пĕр ҫирĕм ҫул каялла кун пек тĕслĕхсене ытларах тупса палăртма тӳр килнĕ. Тепĕр палăртнă ҫул-йĕрсенчен пĕри, аренда шучĕпе ҫурт-йĕрсене илни. Программăна хутшăнма, ҫынсене валли ятарлă йĕрке ҫирĕплетĕҫ, нормативлă право ĕҫ хучĕсене хатĕрлĕҫ.
Ҫамрăк ҫемьесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерес ыйту та актуаллă шутланать. «Нумай ачаллă ҫемьесене хваттерсемпе тивĕҫтерес тесе патшалăх сахал мар витĕм кӳрет. Укҫа-тенкĕ енчен те тĕрев парса пулăшни куҫ кĕретех. Тен, пуласлăхра ҫурт-йĕрсен аренда фончĕ программа вăй илсе кайĕ. Унпа та усă курма меллĕрех пуласси паллă», – тенĕ вăл.
ДОМ.РФ пĕрле Шупашкарăн агломерацийĕн мастер-планне туса хатĕрлесси ыйту кун йĕркинчех тăрать. Раҫҫейре асăннă ĕҫ пĕрремĕш пуҫласа йĕркеленет. Муниципалитетсем пĕр чăмăра пухăнса, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвараҫҫĕ. Кун пек чухне хуласене пĕр-пекрех стандартсемпе йĕркелесе хăтлăлатса пыма пултарĕҫ. Халăха паянхи пурнăҫ ыйтакан стандартсемпе тивĕҫтерес ыйту та уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чăваш Республикин Правительстви ҫӳллĕ мар ҫутсене ытларах хута яма сĕнет. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев та пĕрре мар каланă. Уйрăмах ку ыйтăва ял тăрăхĕсенче пурнăҫа кĕртсе пыни те паха. Ҫынсем харпăр хăй ҫурчĕсенче пурăнма кăмăл тăваҫҫĕ. Кун пирки те вĕсем тăтăшах калаҫҫĕ тесе тепĕр хут ҫирĕплетнĕ сăмаха Олег Николаев.
Мероприятине пухăннисене саламланă май, Олег Николаев строительство пайĕнче ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнĕ ветерансене уйрăммăн палăрса хăварнă. Вĕсен паха ĕҫĕ, паянхи ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă. Вĕсем хуласемпе ялсене инфратытăмпа тивĕҫтерес тесе чылай витĕм кӳнине те асăннă вăл.
Аса илтеретпĕр, уява пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынок ыйтăвĕcемпе ĕҫлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ĕҫĕсене пурнăҫлакан Ольга Петрова, Атăлҫи федераци округĕн Строительсен Союзĕн вице-президенчĕ, Чăваш Енĕн Строителĕсен Союзĕн председателĕ Энвер Аблякимов, Раҫҫей Федерацийĕн Хисеплĕ строителĕ Владимир Скосырский, «Саморегулируемая организация «Строители Чувашии» Ассоциацийĕн Правленийĕн председателĕ Алексей Грищенко тата та ытти сумлă строительсем пухăннă.