Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Физкультурник кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Физкультурӑпа спорт тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ професси тата тӗрлӗ наци ҫыннисене пӗрлештерет, кашнинех вӑй-халпа иксӗлми хастарлӑх кӳрет, пирӗн пурнӑҫа ҫутӑрах та пуянрах тӑвать. Ку вара вӑл пӗтӗм наци сывлӑхӗ.

Ҫак кун эпир физкультурӑпа спорт сферине ертсе пыракан патшалӑх органӗсене йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Пӗр ӗмӗр хушшинче Чӑваш Енри физкультура юхӑмӗ пысӑк ҫул утса иртнӗ тата пысӑк ҫитӗнӳсемпе чапа тухнӑ.

Республика ҫынсене физкультурӑпа спорта явӑҫтарассипе пысӑк кӑтартусем тунӑ, ҫавӑн пекех вӑл спорт объекчӗсемпе сооруженийӗсен лайӑх аталаннӑ инфратытӑмӗ пуррипе палӑрса тӑрать. Пирӗн чылай спортсмен ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командисен йышӗнче тӑрать. Ҫакӑ, чӑн малтанах, республикӑра спортсменсемпе тренерсене пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантаракан пулӑшу майӗсем анӑҫлӑ ӗҫленипе ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Ен тренерӗсене, спорт юхӑмӗн ветеранӗсене тата спортсменӗсене пурне те спорта парӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп. Эсир ҫамрӑк ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр тата сывӑ наци ҫитӗнтерес тата патшалӑха аталантарас ӗҫе калама ҫук пысӑк тӳпе хыватӑр.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Сывӑ ӳт-пӳре – сывӑ ӑс-тӑн!

 Чӑваш Республикин

              Пуҫлӑхӗ                                                                              Олег Николаев     



12 августа 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter